Вăрçă çулĕсене лекнĕ ачалăх
<p>«Ярославль хули çине бомбăсем пăрахнине ĕнерхи евĕр астăватăп. Атăл урлă кĕпере сирпĕтесси – тăшмансен тĕллевĕ пулнине çитĕнсен ăнкартăм. Каçă стратегиллĕ объектсен шутне кĕнĕ». Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакан Нина Михайловăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ. Виçĕ-тăватă çулта пулнă пулсан та çак хаяр кунсем халĕ те асра сумлă ватăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Нина Михайлова икĕ çулта пулнă. Вăл Ярославльте çуралнă. Хулана пĕрремĕш хут сирпĕтсен пĕчĕк Нинăпа шăллĕне амăшĕ пытанмалли вырăна илсе кайнă. Бомбăсем пăрахма чарăниччен вĕсем унта ларнă. Тăшмансен кĕпер сирпĕтмелле пулнă. Унпа Архагельск хулинчен килекен таварсене Мускава ăсатнă. Тĕллеве пурнăçлайманран тепре килнĕ эшкерсем. НИНА МИХАЙЛОВА: «Хулана иккĕмĕш хут бомбăсем пăрахнă чухне эпир путвалта пурăнаттăмăр. Тĕрĕссипе каласан, ман хушамачĕ те Подвальнова пулса, унтах кун кунлаттăмăр. Бомбăсем пăрахма пуçласан çуртăн иккĕмĕшпе пĕрремĕш хучĕсем пирĕн çине персе анчĕç. Хулана пĕрремĕш хут сирпĕтнинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Анчах пĕр бомби хирĕç ларакан çурта лекет. Вăл çунма пуçларĕ. Ăна сӳнтерчĕç. Телее, вилекенсем пулмарĕç». Виççĕмĕш хут хулана сирпĕтнĕ чухне унта пурăнакансем пытанмалли вырăна та анман. Урама тухнă. Хĕрарăмсем турăшсемпе утнă. Пурте йĕреççĕ. Тăшмансен самолетне персе антарнине Нина хăй куçĕпе курнă. Ачасем вăрçă хаярлăхне аслисемпе пĕрлех туйнă. НИНА МИХАЙЛОВА: «Апат-çимĕç енчен йывăр пулнă. Пĕррехинче кунĕпе çимен, нимĕн те пулман. Каç кӳлĕм кăна анне çĕр улми такамран тупнă. Çавна çирĕмĕр. Вăрçă – мĕн тăван. Анне туберкулезпа чирлесе 1946 çулта вилчĕ. Вăл 34 çултаччĕ». Çĕнтерӳ кунне Нина Борисовна астумасть. Кукамăшĕ патĕнче ялта пулнине калать вăл. «Ачалăх хаваслă пулмарĕ пулсан Турри кун çулне панă мана. Пурнăçа Чăваш Енпе çыхăнтарнăшăн шăпана тав тăватăп. Ку маншăн пысăк телей», – тет Нина Борисовна. Алексей Зотиков, Игорь Зверев<strong> </strong></p>