Çĕнĕ сезон
<p>И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн культура керменĕнче кулăш ăстисемпе тавҫӑруллисен клубĕн 23-мĕш сезонĕ старт илчĕ. Кӑҫал "Столица" ятпа иртекен официаллӑ лигӑна 14 команда хутшăнчĕ.</p>
<p>Вăййа уçакансем — Федерацин айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем. Ку вӗсен тӑваттӑмӗш сезонӗ пулнă май «пакунлисем» хăйсене сцена çинче шыври пулă евĕрех туяççĕ. Унччен маларах иртнĕ 3 вăйăра вĕсем çĕнтерӳçĕсен ретĕнче пулнă. Федерацин айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри управленийĕн «На связи» командинче вылякансен шучĕ йышланса пынине палăртмалла. Кулăш ăстисемпе тавҫӑруллисен клубĕ дисциплинăна хăнăхтарать, тӗрӗс калаҫма, шухӑшлама вĕрентет. «Столица» лигӑна уçнă хыççăн тӳрех «На связи» ушкăнăн хастарĕсем Воронеж хулине кайрӗҫ, унта вĕсем пĕтĕм тӗнчери "Старт" КВН союзӗн тӗп лигинче хутшăнаççĕ. Яваплă ĕçре тăрашакансен ушкăнне çĕнтерӳпе çак клубăн регионти яваплă директорĕ Роман Сергеев саламларĕ.</p>