Пулăшу пур, çакна салтаксем те туяççĕ
![Пулăшу пур, çакна салтаксем те туяççĕ](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202210/44(38).jpg)

Машина хыççăн машина çула тухать. Чăваш Енрен мобилизациленнисем хатĕрленекен центрсене республикăран час-час пулăшу каять. Черетлĕ çулçӳревре пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. Ентеш-салтаксен кăмăл-туйăмĕ, вĕсен хатĕрленĕвĕ пирки тĕплĕнрех Алина Сусметова каласа парать.

Ятарлă çар операцине хутшăниччен мобилизациленнисене хатĕрлев центрĕсенче вĕрентеççĕ. Çапăçу вăрттăнлăхĕпе паллашнă чухнех салтаксене кирлĕ хатĕрпе, тум-тирпе тивĕçтермелле – çапла палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак тĕллевпех Чăваш Енри резерв фондĕнчен 100 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Хатĕрленӳ тапхăрĕнче кирлĕ япаласене илме пуçланă. Çакăншăн Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ яваплă. Ентеш-салтаксем вăхăтлăх вырнаçнă пунктсене пулăшу çитме пуçларĕ те. Черетлĕ тĕрев кӳршĕре вырнаçнă хăнăхтару центрне çитрĕ. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хальхинче 4 машинапа кӳрсе килчĕç.

АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Çав хатĕрсен шутне çывăрмалли михĕсем, ковриксем, ăшă атăсем, балаклавăсем, кнопкăллă телефонсем кĕреççĕ. Эпир кунта çак мобилизациленнĕ чăваш ачисен командирĕсемпе калаçасшăн. Малалла вĕсемпе çыхăну тытма палăртасшăн».

Вĕрентӳ центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче çеç Улатăр, Йĕпреç, Елчĕк районĕсенчен пулăшу çитнĕ. Чăваш Енри нумай район хăйсен тăрăхĕсенчен мобилизациленнисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.

ИГОРЬ: «Кунта питĕ нумай материаллă пулăшу илсе килеççĕ, республикăран та, районсенчен те, главы администрации сельский полселенийсенчен, глава администрацисенчен. Питĕ вăйлă пулăшу пырать пирĕн валли. Паян Чăваш Республикинчен килчĕ 4 машина, пĕтĕмпе гуманитарлă пулăшупа. Вĕсене личный состава паратпăр».

Ял-хулара пурăнакансем хавхалантарнине, пулăшнине салтаксем те туяççĕ. Хатĕрленӳ центрĕнчи нумай çамрăкăн кăмăлĕ çĕкленӳллĕ пулни сисĕнет.

ВЛАДИМИР: «Кăмăлсем лайăх, настроенипех. Нумай шутласа тăмасăр военкомата кайрăмăр. Хамăран долг вит-ха. Эпир армине призываться тунă, кайса килнĕ. Кашни арçын ачан долг – повестка парсан килмелли. Тарса çӳрес кăмăлсем килмерĕç, тÿрех военкомата чупрăмăр. Чăваш халăхĕ питĕ вăйлă сплоченный пулса кайрĕ. Пурте пĕрле пĕринпе чупатпăр. Такăнса ӳксен тăрататпăр, пулăшатпăр. Чăваш Республики шăпах хăйĕн вăйлăхне кăтартрĕ халь».

Владимир повестка панипе вĕрентӳ центрне килнĕ пулсан, Евгений вара хăй ирĕкĕпе çак çула суйласа илнĕ. Çамрăксене пулăшса пымалла, вĕсен патриотизм туйăмне вăйлатмалла тет 43 çулти усламçă. Ачаранах пĕрле ӳснисене ниепле те пăрахайманнине калать вăл.

ЕВГЕНИЙ: «Мобилизаци пуçланнă хыççăн кун хыççăн кун киле пуçларĕ повестка кӳршĕне, племяннике, тăвансене, пĕтĕм хамăн ентешсене, пĕринчен пĕри çамрăк. Çавăнпа эпĕ шутласа илтĕм те кусемпе пĕрле служить туса çĕнтерсе килетпĕр. Укçашăн каймастпăр эпир унта. Хамăр çĕршывшăн, хамăр ачасемшĕн, сыхлама каятпăр».

Центрта кашни кун хăй йĕркипе иртет. Чи кирли – хатĕрленӳ.

ИГОРЬ: «Апатне кунне 3 хутчен чиперех çитереççĕ. Халь вĕренетпĕр, хатĕрленетпĕр. Автоматран переççĕ, тренировкăсем пыраççĕ. Помещенисенче ăшă. Пĕтĕмпех пур. Пока пĕтĕмпех хатĕрленеместпĕр, пока çынсем вĕренсе пĕтермеççĕ, эпир кунтан ниçта та каймастпăр. Пĕтĕм çынсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтереççĕ, пĕтĕмпех параççĕ».