Хĕрес çулĕ
<p>Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта Турă Амăшĕн Владимирская таса сăнĕн кунне халалласа Хĕрес çулĕ ирттерчĕç. Унта хутшăнакансем Введени соборĕнчен пуçласа хĕрарăмсен Спассо-Преображенски мăнастирĕ таран çул тытрĕç. Хĕрес çулĕнче Анастасия Дюкина та пулчĕ. 1555-мĕш ҫулта Спасо-Преображенски хӗрарӑм мӑнастирӗ вырнаҫнӑ вырӑна Гури архиепископ пырса чарӑннӑ. Священник хӑйпе пӗрле Турă амăшĕн Владимирская таса сăнĕн турăшне илсе килнӗ. Çавăн чухъне хула историйӗнче пӗрремӗш хĕрес çулĕ пулса иртнӗ. АЛЕВТИНА ЧИЧАКОВА: «Паянхи шестви пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Икона Божей матери пиреншĕн питĕ пĕлтерешлĕ. Пирĕн хулашăн вăл покровитель шутланать, çавăнпа эпир питĕ савăнатпăр». Хĕрес çулне иртнĕ çÿлсенче ирттермен. Сăлтавĕ – кăшăллă вирус алхасни. Çынсем тунсӑхласа та çитни палăрать. Кашнийĕ Таса Турӑ Амӑшне кĕлĕ тăвать. Вӗсем хушшинче аслӑ ӑру ҫыннисем те, ачасем те. РЕГИНА ЧИШКИНА: «Паянхи кун пирĕн валли, Шупашкарта пурăнакансем валли питĕ хаклă, питĕ паллă кун. Эпир паянхи куна икĕ çул кĕтнĕ. Çак паллă, пĕлтерĕшлĕ пулăм пирĕншĕн питĕ чуна савăнтаркан, питĕ чуна ăшăтакан».</p>