«Çĕнтерӳ чиккисем» марафон
<p>Регионсен хушшинчи «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотлăх марафонĕ авăн уйăхĕнче Шупашкарта уçăлнăччĕ. Çак кунсенче ăна Ульяновск облаçĕ йышăнчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.</p>
<p>Марафона тыл ĕçченĕсене тата хӳтĕлев чиккисене чавма хутшăннă çынсене халалланă. Вăл виçĕ региона çыхăнтарать: Чăваш Ене, Пушкăртстана тата Чĕмпĕр облаçне. Марафона уçнă май Чĕмпĕрте хӳтĕлев чиккисем чавни тата ĕç паттăрĕсем çинчен калакан куçса çӳрекен куравпа паллашма май пулчĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн театрланă постановки чĕмпĕрсене те, ытти регионтан килнĕ хăнасене те Çĕнтерĕве туптанă вăрçă вăхăтĕнчи тапхăра илсе çитерчĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ проекта Чăваш Республикин гранчĕпе усă курса пурнăçланă.</p>
<p>Куракансем ăна çӳллĕ шайра хакларĕç. Чăваш патшалăх наци музейĕ, патшалăх архивĕсем «Çĕнтерӳ чиккисем» марафона тĕплĕ хатĕрленнĕ, хайсен туприпе марафона хутшăнакансен кăмăлне тупма пултарчĕç. «Пирĕн несĕлсем хăюлăхпа палăрнă, йывăрлăха парăнман, эпир – çĕнтерӳçĕсен тăхăмĕсем, пирĕн те хамăр çулпа утмалла», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Енпе Чĕмпĕр облаçĕ кĕске вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума пултарнипе палăртрĕ Олег Николаев Алексей Русских кĕпĕрнаттăра тав туса. Чĕмпĕр облаçĕн ертӳçи те çак марафон çулсерен анлăланса, вăйланса пырасса шаннине пĕлтерчĕ. Регионсен хушшинчи «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотлăх марафонĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăртстанăн тĕп хулинче Ĕпхӳ хулинче хупăнĕ.<strong> </strong></p>