500 ытла ĕç килнĕ
<p>«МедиаВзлет» регионсен хушшинче иртекен фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Икĕ уйăхра 500 ытла ĕç килнĕ ăмăртăва. Ытларахăшĕ – «Чи лайăх видепроект» тата «Чи лайăх пичет кăларăмĕ» номинацисемпе.</p>
<p>Фестивале Чăваш Енрен кăна мар, Крым Республикинчен, Чулхула, Оренбург, Самар, Тюмень, Чĕмпĕр облаçĕсенчен тата ытти регионти çамрăк корреспондентсем хутшăннă. Çĕнтерӳçĕсене ака уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне палăртма тĕллевлеççĕ.</p>