Раççей Геройне халалласа Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ ирттернĕ

Паттăрлăх вăл – çын чун-чĕре ыйтнипе, хăйне шеллемесĕр, пурнăçне хĕрхенмесĕр, ытти çынсемшĕн тăрăшса паттăр ĕç туни. Никам та паттăр пулса çуралмасть. Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренькасси ялĕнчи Дмитрий Семенов ачаранпах спортпа туслă пулнă. Шкул хыççăн пулас Раççей Геройĕ çар училищине вĕренме кĕнĕ.

Ксения тата Дмитрий пурнăçĕнче Новосибирск хули пысăк вырăн йышăнать. Кунта вĕсем пĕрремĕш хут тĕл пулнă. Малтанах каччă хĕре кăмăлах кайман. Çапах та чăваш улăпĕ çĕпĕр пикине çавăрса илме пултарнă. Ксенийăна чечек хисепĕ мар, ăна 30 минут курма 8 сехет вĕçни тыткăнланă. Çавăн чухнех Дима пикене качча тухма ыйтнă. Паллах, хĕр хирĕçлемен. Пĕрле вĕсем тăхăр çул пурăннă. Çак вăхăтра Ксения Димăна миçе хут командировкăна ăсатман-ши? Тен, çавăнпа, халĕ те вĕсене кил хуçи çут тĕнчерен уйрăлнăн туйăнмасть.

– Дима яланах командировкăра. Эпир ăна кĕтетпер.

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă», – теççĕ халăхра. «Дима яланах хастар, тавçăруллă, спортпа туслă ача пулнă. Вăл нихăçăн та нимĕнрен те хăрамастчĕ», – палăртаççĕ Çĕнĕ Тренькассинчи шкул вĕрентекенĕсем.

СВЕТЛАНА ЗЕЛЬТЕР: «Ача чухнех Дима питĕ хăюллăччĕ. Хăйĕн шухăшне никам умĕнче пытармасăр уççăн калама пултаратчĕ. Юлташĕсене хăй тавра пуçтарса пĕрлештерме пултаратчĕ Дима. Ертӳçĕ енĕсем ача чухнех унра сисĕнетчĕç. Уроксенче вăл çивĕч ыйтусем паратчĕ. Учитель панă ыйтусем питĕ ăслă хуравсем илтме май пурччĕ».

Тăван шкулта Димăна халалласа Герой парттине, асăну хăмине уçнă, шкул историйĕн музейĕнче стендсем йĕркеленĕ. Паттăр ятне ĕмĕрех асра хăварас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртрĕ. Спорт ăмăртăвне 150 ытла 14-15 çулхи спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем Чăваш Енрен кăна мар ытти регионтан та килнĕ. Медальсен 12 пуххине выляттарчĕç.Турнира курма Димăн ашшĕпе амăшĕ те килнĕ.

«Ман ывăл чăн-чăн арçын пулнă. Вăл Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçне хунă. Кашниех Дима пекех вăйлă тата хăюллă пулăр», – терĕ вăл.

– Ун ячепĕ пĕрремĕш турнир ирттерни вăл чăн малтанах хамăр çак ачасен паттăрлăхне, вĕсене ас туса малалла пурăнасси никĕсленине тата унсăр пуçне çак ĕçе тарăннăн йĕркеленине пĕлтерет. Çавăнпа та çавăн пек ĕçсене эпир малалла та ирттерĕпĕр. Çак соревновани вăл кашни çул иртекен соревновани пулĕ.