Тĕлĕнмелле шăпаллă çын
<p>Поэт, прозаик, драматург, совет тата чăваш çыравçисен пĕрлĕшĕвĕсен пайташĕ. Сăмах, Валентина Семеновна Чаплина пирки пырать. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитет. Çак сумлă çавраçула халалласа Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивĕ «Тĕлĕнмелле шăпаллă пултаруллă çын» виртуаллă курав хатĕрленĕ. Унăн хаклавĕнче Алексей Зотиков ĕçтеш пулчĕ. Хайлавсен ал çырăвĕсем, кĕнекесем, сăн ӳкерчĕксем, аса илӳсем, документсем тата ытти те. Валентина Чаплина фончĕ пуян. Çыравçăн архивĕ управăша 2002-мĕш çултах килнĕ. Тепĕр икĕ çултан фонда çĕнĕ документсем хутшăннă. Виртуаллă курав виçĕ пайран тăрать. «Тĕлĕнмелле шăпа», «Кашни хайлава чĕререн çырнă», «Çынсене кирлинче – телей». Сăн ӳкерчĕксемпе тав хучĕсемпе кашни пай вĕçĕнче паллашма пулать. Курава кĕнĕ çĕр ытла документ вăхăт йĕркипе вырнаçнă. Вĕсем кашни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ архив ĕçченĕсем. АЛЕКСАНДР МАКСИМОВ: «Унăн ачасемпе ĕçленĕ документсем. Çавна палăртас килет. Çавсем хушшинче вăл пичетленĕ кĕнекесем кăна мар, вăл хăй аллипе çырнă тĕрлĕ калавсем, сăвăсем. Çавăнта унăн чунĕ, унăн шухăшĕ, унăн чĕри палăрать». Валентина Семеновнăн шăпи, чăнах та, тĕлĕнмелле. Вăл Брянск хулинче çуралнă. Шкул пĕтерсен 1939 çулта вăрман институтĕнче пĕлӳ илет. Анчах аслă шкула вĕренсе тухма пӳрмен ăна. Кĕркунне, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Валентина Чаплина амăшĕпе Брянскран куçса каять. АЛЕКСАНДР МАКСИМОВ: «Çав вăхăтрах Шупашкара куçса килнĕ хыççăн вĕсен çуртне нимĕç снарячĕ лексе сирпĕнсе каять çурчĕ. Каласа хăвармалла, пирĕн Чăваш Республики Шупашкар тăван кил пулса тăрать». Çакна вăл хăйĕн хайлавĕсенче те палăртать. «Хама чăваш ялĕнче çуралнă евĕр туятăп» вулатпăр эпир унăн сăввине. 1943-мĕш çулта Валентина Чаплина ял хуçалăх институтне агронома вĕренме кĕрет. Тепĕр икĕ çултан вăл тăватă колхозра опыт пухать. Чăваш Енре çĕрулмин чи пысăк тухăçне илет. ЛИЛИЯ ВЛАДИМИРОВА: «Эпир çак курава ушкăнпа килтĕмĕр. Нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, çыравçăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Унăн сăнарĕ пире пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарать». Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивĕнче паллă çынсен фончĕсем сахал мар. Хальлĕхе вĕсене усă курса виртуаллă 30 курав хатĕрленĕ. Ĕç малалла пырать. Алексей Зотиков, Игорь Зверев<strong> </strong></p>