«Валдай» карапа юратаççĕ
<p>Шупашкарти юхан шыв портĕнчен «Валдай» карап пĕрремĕш рейса тухнăранпа эрне те çитмен-ха. Апла пулин те шыври транспортпа усă куракансен йышĕ палăрмаллах ӳснĕ. Çак таранччен 403 çын шыв айĕнче çунат сарса çӳрекен караппа ярăнма ĕлкĕрнĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикинчи транспорт министрĕ Владимир Осипов влаçра тăрăшакансен черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ. «Валдай» карап Шупашкартан ирхине 8:00 сехетре ишеве тухать. 3 сехет Атăл юхан шывĕн чуна хумхантаракан хумĕсемпе киленнĕ хыççăн Хусана çитме пулать. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен 403 çын çут çанталăкпа киленме пултарнă. Билетсене маларах та туянса хураççĕ иккен. Хальлĕхе çула тухмалли 670 хут сутăннă. Билетсене онлайн мелпе туняма пулать. Çак касса «Валдай» çула тухиччен 2 сехет маларах хупăнать. Аслисем 600 тенкĕпе, ачасем вара 300 тенкĕпе карап çине ларма пултараççĕ. 5 çул тултарман шăпăрлансемшĕн çул çӳрев – тӳлевсĕр. Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пĕр вăхăтрах Шупашкартан та, Хусантан та карапсем çула тухма пуçланă. Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕ хыççан тата 4 маршрут уçма палăртаççĕ. Чулхула, Козьмодемьянск, Сĕнтĕрвăрри, Сĕве тата Юрино хулисене çула тухма тытăнĕç, çавна май халĕ хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Енре çак транспортăн çул-йĕрне уçни шалти туризма аталантарма, экскурсисен шутне ӳстерме май парать. Республика кунне палăртнă чухне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин туризмпа ĕçлекен комитечĕн пайташĕсем те пулаççĕ. Депутатсем çавра сĕтелте шалти туризм аталанăвĕ пирки калаçма палăртаççĕ. Паллах, «Валдай» карап çула тухнине те унта шута илĕç. Алина Сусметова, Юрий Марков<strong> </strong></p>