Çĕнтерме кайрĕç
.jpg)

Чи хастаррисем кайрĕç. Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăн Раççейри хĕллехи ял спорчĕн вăййисене хутшăнать. Турнир Вологда облаçĕнчи Череповец хулинче иртет. Ăмăртура республика чысне 17 спортсмен хӳтĕлет. Инçе çула вĕсене Алексей Зотиков корреспондент ăсатрĕ.

Раççейри хĕллехи ял спорчĕн вăййисене кăçал 11-мĕш хут йĕркелеççĕ. Турнира хутшăнакансем 7 спорт тĕсĕпе вăй виçĕç. Ял хастарĕсем йĕлтĕрпе чупĕç, полиатлон енĕпе тупăшĕç, шахмăтла, шашкăллă вылĕç, çемьсемпе ăмăртĕç тата ытти те.

МАРИНА ВИКТОРОВА: «Шахмăтла эпир мĕн пĕчĕкренех вылянă. Пирĕн пысăк çемье пулнă. Унта эпир пурте шахмат çинче ӳснĕ. Килте ларнă чухне вылямалли вăйă пулман урăххи. Ытларах шашка-шахмат. Çавăнпа та мĕн ачаран выляса ӳснĕскер шкулта та турнирсенче хутшăннă. Хамăр районшăн та хӳтĕлеме каймалла пулчĕ те. Халĕ вара Чăваш çĕршывĕшĕн каймалла».

Чăваш Ен чысне хӳтĕлеме Александр Политов та каять. Ял спорчĕн вăййисенче вăл 2010 çултанпа хутшăнать. Çитĕнӳсем ытларах çуллахи ял спорчĕн вăййисенче пулнине калать ял хастарĕ.

АЛЕКСАНДР ПОЛИТОВ: «Çуллахи ăмăртусенче эпĕ косарь ăмăртăвĕнче хутшăннă. Унта эпĕ ултă хутчен те пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2010 çултан пуçласа пĕлтĕрхи 2022 çулчченех. Çулма ĕнтĕ эпир ятарласа çава хатĕрлетпĕр. Лайăх туптаса лайăх лупаткаласа, çавапа çулас енĕпе эпĕ яланах хатĕрленетĕп. Ялта çулла чупатăп, скоростной работăсем тăватăп. Подтягиваться тăватăп. Соревнованинче эпĕ 45 подтягиванинчен сахал туртăнман. Чи нумаййи тăватă минут хушшинче эпĕ 52 хутчен туртăннă».

Халĕ вара Александр полиотлон енĕпе ăмăртăть. Вăл виçĕ тапхăртан тăрать – пăшалтан тĕл пересси, турник çинче туртăнасси,вунă çухрăм йĕлтĕрпе чупасси. Муркаш районĕнчи Сергей Васильев та ачаранпах йĕлтĕр кăмăллать.

СЕРГЕЙ ВАСИЛЬЕВ: «Йĕлтĕр вăл кăмăла çирĕплетет, тÿсĕмлĕхе аталантарать, çынна кирлĕ пĕтĕм паха енсене хатĕрлет, хăпартать».

Раççейри хĕллехи ял спорчĕн вăййисенче 48 регионтан 900 ытла спортсмен хутшăнма палăртнă. Чăваш Ен спортсменĕсен кăмăлĕсем аван, вĕсем çĕнтерме каяççĕ.