Каллех ӳсет
Хальхинче раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ӳсеççĕ. Сăмах коммуналлă тӳлевсем пирки пырать. Хаксем хăпарнине брифингра Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова каларĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех Чăваш Енри çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков, Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Алексей Григорьев тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕ.
Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Правительстви хушу йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн, коммуналлă пулăшусемшĕн хаксем ӳсеççĕ. Çитес çулхи тарифсене пĕр уйăх маларах кĕртни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Сăмахран, çĕршыври çурт-йĕр коммуналлă хуçалăх инфратытăмне аталантарассипе, ăшă, шыв пăрăхĕсене çĕнетессипе тата ытти те. Чăваш Республикипе хаксем 9 процентран ытла ӳсмеççĕ. Электроэнергипе усă курнăшăн, хулара пурăнакансен 33 пус ытларах кăларса хума тивĕ. 1 киловатт-сехетшĕн 4 тенкĕ те 05 пус тӳлемелле пулĕ. Ялта пурăнакансем вара 24 пус ытларах тӳлĕç – 2 тенкĕ те 84 пуспа танлашать ку. Çӳп-çап турттаракан регионти оператор ĕçĕсемшĕн те 8,3 процент ытларах тӳлемелле пулать. Пĕр кубла метршăн 442 тенкĕ те 62 пуслăх енчĕке çӳхетме тивет. Çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕ малашне 6 тенкĕ те 75 пус тăрĕ. Шупашкар районĕнче, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче 11 процентран ытла ӳсмелле мар.