Агроволонтерсен слечĕ уçăлчĕ
<p>«Раççей ялĕ» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре агроволонтерсен слечĕ пулать. Вăл çу уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче Тăвай районĕнче «Упа кĕтесси» кану базинче иртет. Агроволонтерсен слечĕ «Ялта чи лайăххисем» ятпа иртет. Слета 18 çул тултарнă, ялта пурăнакан çамрăксем хутшанаççĕ. Унăн тĕллевĕ — ял çамрăкĕсен тата агроволонтерствăна аталантарс енĕпе кăсăкланакан мĕн пур çынсен вăй-халне пĕрлештересси.</p>