Каçалсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç
![Каçалсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202202/11(31).jpg)
<p>«Чăваш Енри кашни предприятие тĕрев памалла. Пирĕн тĕп тĕллев – апат-çимĕç туса илесси кăна мар, ăна республикăра тирпейлесе сутасси. Çакăн йышши предприятисене патшалăх тата ытларах çăмăллăхсем туса парать». Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Каçал тăрăхĕнче пулнă май палăртрĕ. Ĕçлĕ çул çӳрев çĕр улмипе ĕçлекен предприятинчен пуçланчĕ. Хуçалăхăн пиллĕк пин гектар çĕр. Иртнĕ çулта предприяти 22 000 тонна çĕр улми, виçĕ пин тонна çурă пахча-çимĕç, 10 000 тонна тĕш тырă туса илнĕ. Пĕлтĕр кунта çĕр улмине хĕл каçарма çĕнĕ управăш хута янă. ХАСИЯТУЛЛА ИДИАТУЛЛИН: «Ӳстерни пирĕн продукци кĕрсе вырнаçмалла. Унчченех эпир фасовка тумалла тесе шутлаттăмăрччĕ. Халь эпир шутлани пулса пырать. Тепĕр уйăхран ярасшăн фасовочное оборудовани». Хатĕр-хĕтĕрне туяннă ĕнтĕ. Тăкаксен 40 процентне патшалăх саплаштарать. Çĕнĕ управăш хакĕн 20 процентне те каялла тавăрма май пулать. Республика ертӳçи Олег Николаев хуçалăхра ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Пухăннисене Комсомольски салинче шывпа каяш тасатакан хатĕрсене хăçaн xута ярасси пăшăрхантарать. Комсомольски тăрăхĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне районти культура çуртĕнче тишкерчĕç. Ял хуçалăх тытăмĕче тăрăшакансем республика паракан çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ. Сăмахран, техника туянсан тăкаксен 40 процентне тавăрса паракан программăна палăртмалла. Кашни гектар çине кунта 132 лаша вăйĕ килет. Ку кăтартупа район республикăра пĕрремĕш вырăнта. Культура учрежденийĕсем юхăнни те пăшăрхантарть каçалсене. Уйрăм хуçaлăxсeне патшалăx кăçaлтан ытларах пулăшма пуçлать. Комсомольски тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе тирпейлемелли предприяти уçма палăртаççĕ. Ку шухăша Чăваш Ен Пуçлăхĕ ырларĕ. Ялта пурăнакансемшĕн çĕнĕ ĕç вырăнсем пулĕç, шалу та пысăкланмалла. Алексей Зотиков, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин</p>