Шкул ачисем терлĕ профессипе паллашаççĕ
<p>Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каймалла? Пулас профессие мĕне тĕпе хурса суйламалла? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама республикăра иртекен профориентаци эрни май парĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ районта аслă классенче вĕренекенсем профессиллĕ пĕлÿ паракан учрежденисене çитсе кураççĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Карина Еремеева çитĕнсен дизайнер пулма ĕмĕтленет. Илемлĕхе курма тата туйма пĕлекенскер профориентаци кунĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтартма пикенчĕ. Алла сăрă тытса абстракционизм стилĕпе ӳкернĕ чухне те вăл çак ĕç ăна пӳрнине ăнланчĕ. Каринăн юлташĕ, Ангелина Манилова вара хăйне строитель ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма шухăшларĕ. АНГЕЛИНА МАНИЛОВА : «Мана питĕ интереслĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен пирĕн килте те ун йышши плитасем выртаççĕ. Вĕсене мĕнле хунине куртăмăр». Кам плита касрĕ, кам вара кирпĕч хума вĕренчĕ. Чун туртăмне тупма çăмăл мар, çапах та вĕрентÿ заведенийĕсене тухса çÿреме май пурри çак енĕпе пысăк çăмăллăх кÿнине палăртаççĕ пулас абитуриентсем. ЮЛИЯ АДЮКОВА : «Геодези наукипе кăсăкланакансем çак тата ытти хатĕрпе паян хайсем тĕллĕн ĕçлесе пăхма та пултарчĕç. Кăсăклантаракан ыйтусене вĕрентекенрен ыйтса пĕлни пулас профессие суйлама та май парĕ вĕсене». Професси суйласси – яваплă ĕçсенчен пĕри. Çавăнпа вĕрентекенсем те ачасене<strong> </strong>канаш-сĕнÿ парсах тăраççĕ, тĕлпулусемпе ăсталăх класĕсене те çитеççĕ. ЛИДИЯ СЕЛЯНКИНА<strong>:</strong><em>«</em>Ачасем питĕ пысăк интереспа кунта хутшăнаççĕ, вĕсене пĕтемпех интереслĕ, плитка касма та, геодези кабинетĕнче пулса куртăмăр, аппаратура пăхма та.Ялта пурăнакан ачасене ытларах кирлĕ тесе шутлатăп, хулари ачасене вĕсем кунта тĕрлĕ çĕре кайма, пăхма пултараççĕ». Профессиллĕ пĕлÿ паракан учреждении сенче профориентаци эрни кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕччен пырĕ. Унтан вара аслă вĕренÿ заведенийĕсем те экскурси, çавра сĕтел, ăсталăх класĕсем йĕркелесе шкул ачисене йышăнĕç.Республика кăларăм валли Юлия Адюкова, Сергей Емельянов.</p>