Ял ипотекине пама пуçлĕç
Ялта çурт тăвас текенсене инфляцирен те пĕчĕкрех процентпа ипотека парĕç. Ăна ялта пурăнакансем те, хальлĕхе хулара тĕпленнисем те илме пултарĕç. 3 процентпа 3 миллион тенкĕ таран илме пулĕ. Республикăра çурт тăвас текенсем валли çĕр лаптăкĕсем хатĕр-и — кун пирки паян министерство тата ведомство ертÿçисемпе ирттерекен ларура калаçрĕç.