Транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ

Çул-йĕр аталанăвĕ тата хăрушсăрлăхĕ пирки республикăн транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче калаçрĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Ларура çул пахалăхне ÿстересси пирки тата халăха турттаракан транспортпа çыхăннă ыйту тавра калаçрĕç.

2022-мĕш ҫулта çул-йĕр фончӗ пӗрремӗш хут 8 миллиард тенкӗрен иртнĕ. Ҫул-йӗр отраслӗ хӑй умне лартнӑ тĕллевсене пурнăçланă, наци проекчĕпе те, патшалӑх программипе те ăнăçлă тăрăшнă. Кăçал та алă усса ларма тивмĕ, ĕçлемелли нумай. 2023-мĕш çулта 288 ҫухрӑм тăршшĕ ҫул тӗпрен юсамалла тата 17 çухрăм çурă çĕнĕрен сармалла. "Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчĕпе ĕçсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Çакна валли ку çул 4 миллиард ытла тенкӗ уйăрнă. Ларура "Валдай" карапсем тĕрлĕ региона ишме пуçлани, Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетес ĕç малалла пыни пирки те калаçрĕç. Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара çитесси чăрмавлăрах. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе те тимлемелле пулать. Ака уйӑхӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх пĕрлĕхлĕ перевозчикӗ ӗҫлеме тытӑнать. Çулталăк вĕçлениччен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисем хушшинче икӗ троллейбус маршручӗ хута ямалла. Чӑваш Республикин хыснин укҫи-тенкипе 21 çĕнĕ троллейбу туянӗҫ. Асӑннӑ тӗллевсем валли 651 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ уйăрнă. "Хускатнă çивĕч ыйтусен пĕтĕмлетĕвĕ малашлăхра Чăваш Енре пурăнакансене савăнтаратех", – терĕ канашлăва вĕçленĕ май республика ертӳçи Олег Николаев.