Туслăха çирĕплетеççĕ
<p>Çĕнĕ Шупашкарта тепĕр виçĕ-тăватă çултан ипподром хута яма палăртаççĕ. Спорт объектне Чĕмпĕр хулинчи проекта усă курса çĕклесшĕн. Кӳршĕ регионти ипподромра халĕ тĕплĕ юсав пырать. Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнатторĕпе Алексей Русскихпа сӳтсе яврĕ. Икĕ ертӳçĕ Чĕмпĕр хулинче тĕл пулчĕç. Сăмах – Алексей Зотикова. Ĕçлĕ çул çӳрев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен пуçланчĕ. Пĕлӳ çуртне чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев никĕсленĕ. Кунтах вăл чăваш алфавитне йĕркеленĕ. Çĕнĕ çырулăха халалласа музей лапамĕнче «Ă» сас палли палăкне уçрĕç. – Çак вырăнтан пирĕн чăваш искусствин нумай ĕçченĕсем çакăнтан пуçласа вăй илсе кайран ĕнтĕ чапа тухма пултарнă. Константин Иванов, Федор Павлов, Марфа Трубина, Яков Ухсай, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ытти те. Пурте Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, пурне те Иван Яковлев анлă çул çине кăларнă. Чăваш алфавитĕнче вырăслинчен тăватă сас палли чылайрах. Шăпах вĕсем чăваш чĕлхин çемçелĕхне, хăйне евĕрлĕхне палăртаççĕ. ВИКТОР АВАНМАРТ: «Ку палăк сăнарĕ пирки калас пулсан вăл «Ă» сас палли кăна мар. Çӳлти çаврăмĕ вăл хĕвел палли. Аялти çаврăм – çĕр палли. Тата вĕсене пĕрлештерекен – Ту палли. Çавăнпа аялти тĕнче, çӳлти тĕнче, вăтам тĕнче пĕрлештерекен япала. Йĕри-тавра чăмăрĕ çаври вара çак килĕшӳллĕхе пĕлтерет». Чăваш алфавитне палăк лартассине Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем пуçарнă. Ăна Олег Николаев та ырланă. Вăл шалăвăн пĕр пайне ăна çĕклеме янă. Чăваш халăхĕн йăлипе – нимелле – çĕкленĕ палăк ĕмĕрлĕхех чăваш çырулăхĕ ăçта пуçланнине аса илтерĕ. Чĕмпĕр чăваш çĕршывĕшĕн яланах сумлă хула пулĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен республика ертӳçи Олег Николаев «Акатуй» уявне çитрĕ. Пĕр лапамра чăваш уявне тата регионти халăхсен туслăх кунне паллă турĕç. Чĕмпĕр облаçĕнче 95 пине яхăн чăваш пурăнать. Вырăнти правительство пулăшнипе вĕсем тĕрлĕ уяв ирттереççĕ, Чăваш автономи пулăшнипе кĕнекесем пичетлеççĕ, «Канаш» хаçат кăлараççĕ, «Эткер» ярăм эфира тухать. – Эпир паян сирĕнпе пирĕн несĕлсем çирĕплетсе хăварнă йăласемпе ĕнтĕ пухăнса яланхиллех ака-суха туса пĕтернĕ уявне уявлатпăр. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Паян кунта куратпăр, питĕ нумай килнĕ Тюменьрен те, Пензăран та, Сар ту енчен питĕ нумай пирĕн ентешсем çак уявра. Пурне те саламлатпăр». АЛЕКСЕЙ РУССКИХ: «Акатуй пирĕн облаçшĕн ĕçпе туслăх уявĕ. Вăл чăвашсене кăна мар, регионти ытти халăха та пĕрлештерет, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет. Чăвашсен наципе культура автономийе çак енпе пысăк ĕç пурнăçлать. Чĕлхе, йăла-йĕрке, уявсем кулленхи пурнăçа çирĕппĕн кĕчĕç. Çынсем чăваш пулнишĕн мăнаçланма пуçларĕç. Ку ĕçре Олег Николаевич Мустаевăн тӳпи пысăк». Олег Николаев Алексей Русскиха чăваш халăх тумне – шупăр парнелерĕ. Мĕн авалатан ăна чи сумлă çынна тăхăнтарнă. Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тав турĕ, чăваш чĕлхине вĕренме пуçлассине каларĕ. Уявран икĕ ертӳçĕ Правительство çуртне çул тытрĕç. Унта тĕрлĕ тытăмра пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ алă пусрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрне Республика кунне уявлама чĕнчĕ. Кăçал Шупашкартан Хусана Атăл тăрăх «Валдай» караппа кайма пулĕ. Пурна киле Чĕмпĕре те çитме пулĕ. Ку енпе халĕ ĕçлеççĕ. Олег Николаев Алексей Русскиха Куславкка районĕнчи чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене халалланă палăка уçма та чĕнчĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртаççĕ. Олег Николаев «Тылри паттăрлăх» патриотла марафона пĕрле ирттерме те сĕнчĕ. 1941 çулта Чĕмпĕр облаçĕнче Куйбышев хӳтĕлев чиккине çĕкленĕ. Икĕ кӳршĕ окоп чавакансен паттăрлăхне яланах асра тытмаллине палăртрĕç. Алексей Зотиков, Юрий Марков</p>