Пĕрремĕш «Валдай» шыв çине анчĕ
<p>Кăçал республикăра пурăнакансен Атăл илемĕпе киленме ытларах май пулĕ. Республика шыв айĕнчи çунатсемпе çӳрекен «Валдай» карапсем туянасси пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Вĕсенчен пĕрне Чулхула облаçĕнчи Чкаловск хулинчи карапсем тăвакан конструктор бюровĕнче шыв çине антарчĕç. Вăл пирĕн ентешĕн Алексей Крыловăн ячĕпе çӳрĕ. Хальлĕхе ку техника тĕрĕслевĕ çеç, карап туристсене тепĕр уйăхран турттарма пуçламалла. Вăл халăха Шупашкартан Хусана илсе çӳрĕ, ун хăвăртлăхĕ 1 сехетре 65 çухрăм, Тутарстан тĕп хулине виçĕ сехетре çитерĕ, кун хыççăн вара Чулхулана та Валдай çӳреме пуçлĕ.</p>