Хăрушсăрлăх йĕрки малта пулмалла
Çуллахи кану кунĕсене ачасем хаваслă та кăмăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Уяр çанталăкра шыва кĕрсе киленеççĕ, хĕвел çинче хĕртĕнеççĕ, велосипед-самокатпа ярăнаççĕ. Кĕçĕнреххисем батут çинче сикме кăмăлаççĕ. Анчах та сиксе вылямалли хатĕрсене лартнă чух аслисем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе пĕчĕккисен сывлăхне сиен кÿрет. Ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле тата кану вырăнĕнче ĕçлекенсем хауршсăрлăх йĕркине уяççĕ-и? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.