Тӳлевсĕр кино

Пысăк экранпа – тӳлевсĕр кино. Çак кунсенче çĕршыври регионсенче ачасемпе çемье киновĕсене курма май пур. Ăна Тюмень хулинче ирттернĕ «Ноль Плюс» фестивальпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Ырă пуçарăва Чăваш Енри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе пĕрле Чăваш Ен наци телевиденийĕ те хапăл туса йышăннă. Шăпах вĕсем Шупашкарти 22-мĕш шкулти ачасене кăсăклă кино тĕнчине илсе çитерчĕç.

6-мĕш класра вĕренекенсен паян уяв тейĕн. Юлашки уроксем вырăнне вĕсем кино курма килнĕ. Çак вăхăт ачасемшĕн малтанлăха кану евĕр туйăнчĕ пулсан, каярах пысăк экран çинче пĕрремĕш кино курма пуçласан çамрăксем хăйсене чи кирлĕ те, пĕлтерĕшлĕ урока лекнĕ евĕрех туйрĕç. «Всего-то навсего» кĕске метрлă фильм ачасене пĕрремĕш минутранах тыткăна илчĕ. Вăл яваплăхпа хăюлăх çинчен, çăмăл, çапах та пурте тăвайман ĕçсем çинчен.

ДАВИД СТЕПАНОВ: «Кино пăхнă чухне куççульсем те тухрĕç, питĕ килĕшрĕ. Шкулта кайран ачасемпе калаçатпăр, сӳтсе яватпăр».

Кинофильмри ĕç-пуç ача çуртĕнче пурăннă Петĕрпе Аня çинчен. Çемье ăшшине туйса курайманскерсем асламăшне шырама тухса каяççĕ. Хӳтлĕхсĕр юлнă ачасем юнпа тăван мар, çапах чунпа çывăх çынна, иккĕмĕш çемйине тупаççĕ.

ЕВА РЫЛЕЕВА: «Мана кино питĕ килĕшрĕ, вăл ырă ĕçсем тума вĕрентет. Ман шутпа, çакăн пек фестивальсем питĕ кирлĕ, тата хутшăнас килет, киносем курас килет».

Пĕр сехет çурăра ачасем кĕске метлă 6 фильм курса киленчĕç. Фестиваль малаллах пырать. Вăл çамрăксене шухăша яракан, ырă ĕçсем тума хистекен, çемье пуянлăхне хаклама вĕрентекен киносемпе паллаштарĕ.