Бадминтон енĕпе ăмăрту иртрĕ
<p>Çак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче парабадминтон енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Унта Краснодар, Пермь тăрăхĕсенчи, Самара, Мускав, Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Чăваш Енри çамрăксем хутшăнчĕç. Хастар спортсменсен вăййисене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ.</p>
<p>Парабадминтон вăййисем пирĕн çĕршывра пĕрремĕш хут иртмеççĕ. Апла пулсан та, «Чăваш Енре йĕркеленĕ ăмăртусем историнче тарăн йĕр хăварĕç», – палăртаççĕ тренерсем. Халиччен ачасемпе çамрăксем хушшинче парабадминтон енĕпе Раççей первенстви çеç йĕркеленĕ пулнă. Кăçал вара ăмăртăва самай анлăлатнă. Чи вăйлисен те хастаррисен ретне кĕрес тесе 6 регионти 20 спортсен тупăшнă. Çак йышра 4 Чăваш Ен хастарĕ.</p>
<p>ГРИГОРИЙ СЕРГЕЕВ: «Спорт шкулĕ тăрăшнипе пирĕн Чăваш Республикин командинче 4 ача. Тăрăшса хатĕрленеççĕ. Хăйсен тренерĕсемпе спорт шкулĕсенче хатĕрленеççĕ, Çĕнĕ Шупашкарта та пур, пĕрремĕш спортшкулта та заниматься тăваççĕ. Нумай пулмасть çеç выляма пуçларĕç. Ылтăн медальсем çук, анчах кĕмĕлпе бронзăсем пур».</p>
<p>Чăваш Ен – парабадминтăн спорчĕн сăпки шутланать. Шăпах пирĕн регион хастарĕсем çак енпе пĕрремĕш кăсăкланма пуçланă спортсменсен йышне кĕреççĕ. Вĕсен пуçарăвне халĕ çитĕнекен ăру малалла тăсса, кашни ăмăртурах пъедесталăн çӳлти картлашки çине тăма ăнтăлать.</p>