Çĕнтерӳçĕ паллă
Атăлçи тăрăхĕнче граффитине кăмăллакансен «ФормАРТ» фестивальне пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхипе вăл иккĕмĕш хут иртет. Конкурса кăçал пурĕ 14 регионтан 160 ытла заявка тăратнă. Финала 14 тухнă. Паян çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ кăçал онлайн мелпе иртрĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хăйсен ĕçĕсемпе черетпе паллаштарчĕç. Çĕнтерӳçĕсене çынсен сассисене тата экспертсен шухăшне шута илсе суйланă. Халăх сасăлавĕ юпа уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче иртнĕ. Кунта Раççейре пурăнакан пур çын та хутшăнма пултарнă. Халăх сасăлавĕпе килĕшӳллĕн, виçĕ çĕнтерӳçĕ палăртĕç: 1-мĕш вырăна Самара облаçĕ илме тивĕçрĕ, иккĕмĕшсем – Мари Элпа Саратов хули, 3-мĕш вырăна пушкăртсем тивĕçрĕç. Вĕсем 100 000 тенкĕрен пуçласа 200 000 тенкĕ таран илĕç. АНАСТАСИЯ ПРОКОПЬЕВА: «Хутшăнакансен ĕçĕсем питĕ илемлĕ, çутă. Вĕсем çине пăхсассăн шухăша путма пулать, мĕншĕн тесен вĕсем питĕ илемлĕ. Маншăн чи илемлĕ ӳкерчĕксем Саратов тата Самара». Чăваш Ен чысне Мускаври Максим Косаткин хӳтĕленĕ. Чăваш Ен пирки аграри регионĕ теççĕ. Çакна вăл хăй ĕçĕнче те сăнласа кăтартнă. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Косаткин тунă стрит-арт вăл, чăннипе те, питĕ çӳллĕ шайлă, профессионаллă граффити. Вăл хăйĕн ĕçĕн питĕ пысăк маçтăрĕ. Унан ĕçĕ питĕ вăйлă. Граффити енчен вăл çĕнтерӳçĕ шутне кĕмелле пулнă». Урамра ӳкерекенсен искусстви çулран çул аталанса пырать. Тахçан çакă ашкăнупа танлашнă пулсан халĕ граффитисем хула урамĕсене илем кӳреççĕ. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев