«Нарспи историйĕ» балета куракансем хапăлласа йышăнчĕç
Чӑваш патшалăх оперӑпа балет театрӗнче тӗнчери 27-мӗш балет фестивалӗ уҫӑлчӗ. Уява артистсем яланхилле премьерӑпа пуçларĕç. Куракансем Константин Ивановăн поэмипе тата Анисим Асламас композитор кӗввипе лартнӑ "Нарспи историйӗ" балета курса киленчĕç.
Премьерăна пирӗн мухтавлӑ ентеше – СССР халӑх артистне Надежда Павловăна халалланӑ. Спектакле хатӗрлекенӗ – балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев. Ӗҫе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнипе сцена ҫине кӑларнă. Художникӗ – Валентин Федоров. Вӑл Константин Ивановӑн хайлавӗпе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлет. Чи малтан Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мюзикл хатӗрленӗ, унтан – опера. Хальхинче – балет. Балет партитури Чăваш Республикин наци вулавӑшӗн «ылтăн çӳпчинче» нумай çул упраннӑ.
ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: "Нарспи – вилĕмсĕр поэма. Эпĕ Анисим Асламаспа тачă çыхăннă çын. Темле майпа эпĕ сисмесĕр юлнă тесен те тĕрĕс мар, мĕншĕн айккинчен юлнă Анисим Асламасăн «Нарспи» балет музыки, кĕвви. Халь паян итлерĕм те питĕ кăмăллă пек туйăнчĕ мана музыка. Хама пĕлменшĕн ятларăм. Хăй вăхăтĕнче пĕлменшĕн, тен, вăл выртнă. Ман шутпа, тĕрĕс халь ăна çĕклени, балета кăларни. Балет жанрĕпе выляни куракансем патне тухни".
Пысăк уяв ака уйăхĕн 9-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унта Чăваш Ен, Пушкăрт, Кăркăсстан, Питĕр, Пермь тăрăхĕсенчи артистсен пултарулăхĕпе тата ăсталăхĕпе паллашма май пулĕ.
РЕГИНА ЧИШКИНА: "Балет фестивальне, опера фестивальне кĕтнĕ пекех Шупашкарта пурăнакансем кĕтеççĕ. Эпĕ те кĕтетĕп, мĕншĕн тесен вăл пирĕншĕн уяв. Пирĕн патра питĕ профессионаллă артистсем ĕçлеççĕ. Пирĕн артистсем – çӳллĕ шайри артистсем. Эпĕ фестиваль пуçланнăшăн савăнатăп".
«Ҫак фестиваль пирӗн республика бренчӗ пулса тӑчӗ, республикăра пурӑнакансем те, кунта килекен хӑнасем те ӑна çӳллĕ шайра хаклаççĕ», – терĕç балет уявне уçнă май. Тӗнчери 27-мӗш балет фестивалĕн пур спектакльне те Пушкин карттипе курма пулать.
ИЛЬЯ ЯДУРКИН: "Час-часах тухасси пулмасть. Яланах ĕçлемелле тетпĕр хамăра хамăр. Çăкăрпа кăна тăранса пурăннипе мар, культура енчен те хамăра пуянлатмалла".
Шупашкарта ирттерекен тĕнче шайĕнчи балет фестивалĕ ялахиллех куракансен асĕнче юласса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем.