Демид Чурбанов следж-хоккей ăмăртăвĕнче палăрнă

Кашни ача телейлĕ пулма тивĕç. Çак шутра сывлăх енчен хавшакраххисем те.

Пĕлтĕр, «Ĕмĕтсен чăрăшĕ » ыр кăмăллăх акцийĕнче Демид Чурбанов следж-хоккейла выляма ятарлă çунана тивĕçнĕччĕ. Пысăк парнешĕн çамрăк спортсмен хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе тав туса савăнтарать.

Çак кунсенче Демид Удмурт Республикинче иртнĕ пĕтĕм Раççейри ăмăртура палăрнă.

Демид Чурбанов 4 çултанпах следж-хоккей вăййипе туслă. Çак спорт унăн пурнăçне çĕнĕ сăрăсемпе илемлетнĕ. Тӳсĕмлĕ те хăюллă пулни ăна «Атăл» ушкăнăн тĕп дружининче выляма май панă. Хоккей ăстине паян Чăваш Енре çеç мар, кӳршĕ регионсенче те лайăх пĕлеççĕ. Кăçал маттур спортсмена Саратоври «Атăл» ушкăншăн Раççей шайĕнчи турнирта выляма чĕннĕ. Çак чĕнĕве Демид та, унăн ашшĕпе-амăшĕ те пысак чыс евĕрех йышăнннă.

МИЛА ЧУРБАНОВА: «Питĕ пысăк телей пирĕншĕн, пирĕн ача вăйлă игрок шутланни. Эпир унпа мухтанатпăр »

Удмурт Республикинчи ăмăрту питĕ хĕрӳ иртнĕ. Унта Саратов, Питĕр, Хусан, Пермь, Екатеринбург, Оренбург тата Удмурти тăрăхĕнчи спортсмен ушкăнĕсем хутшăннă. Пăр лапамĕнче Демид Чурбанов хайĕн ăсталăхĕпе палăрнă. Хăйсен ушкăнĕпе вĕсем пăхăр медальсем çĕнсе илнĕ. Демида вара «Чи лайăх тапăнакан» ятпа та палăртнă. Чăваш спортсменĕн тăрăшулăхне «Удмурти» следж-хоккей клубĕн президенчĕ Павел Вечтомов та пысăк хак панă. «Сирĕн ывăлăр турнира илемлетекенĕ пулчĕ, чăн-чăн бриллиант», - тенĕ вăл.

Демидăн çитĕнĕвĕнче тренерсен çеç мар, ашшĕ-амăшĕн тӳпи те пысăк. Арçын ачана тата унăн ушкăнне «çĕнтерӳ» ташшипе хавлантарасси йăлана кĕнине палăртать Мила Чурбанова.

МИЛА ЧУРБАНОВА: «Тепĕр йăла-йĕрке вăл ачасен вăйă майкисене ăшăтасси. Эпир, аннесем, вĕсен майкисене тăхăнатпăр та, малтан çӳретпĕр, вара пăр çине тухиччен, ачасем çине тăхăнтартатпăр »

АЛЕКСАНДР ЧУРБАНОВ: «Питĕ вăйлă хавхалантарса тăратпăр ачасене. Çавăнпа та, Милан сасси те пĕтнĕ, питĕ вăйлă тăрăшса кăшкăрнипе »

Хальхи вăхăтра Демид раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пенза хулинче иртекен ăмăртăва хатĕрленет. Унти турнирта та вăл «бриллиант» евĕрех çутатса çĕнĕ çитĕнӳсем тăвас тĕллевлĕ.

«Республика» кăларăм валли Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев.