«Аталан» форума пухăнчĕç
Тăван чĕлхене вĕренни мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ? Çак ĕçе мĕнлерех кăсăклă тумалла? Çакă тата ытти ыйтăва Тутар Республикинчи Нурлатра сӳтсе яврĕç. «Аталан» форумра чăваш чĕлхине вĕрентессине тимлĕх уйăрчĕç. Унта вун икĕ районти вăтăр çичĕ вĕрентекенпе çĕр ытла тĕрлĕ шкулта ăс пухакан тĕл пулчĕç.
«Аталан» форума Тутарстанри чăвашсем йĕркелеççĕ. Унччен вăл Элкел районĕнчи Сиктерме ялĕнче иртнĕ. Кăçал вара чăваш чĕлхине юратакансем пĕрремĕш хут Нурлат хулинче пухăнчĕç. Форумăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси, çак ĕçе шкул ачисене явăçтарасси.
ЭЛТИЯР АЛЕКСАНДРОВ: «Ачасене валли чăваш литературипе çыхăннă тĕрлĕ квест йĕркелесе пачĕç. Унсăр пуçне Шупашкартан тата Тутарстанри тĕрлĕ çынсене пуçтарса мастер классем йĕркелерĕç. Ăсталăх класĕсенче чăваш ташшине вĕренме пултарчĕç ачасем. Вăл ушкăнне эпĕ ертсе пытăм. Чăваш сăввисене çырма вĕренчĕç. Унсăр пуçне тата чăвашла журналистикăпа чăваш блоггинки пирки калаçрĕç».
Вĕрентекенсем вара çивĕч ыйтусене «çавра сĕтелре» хускатрĕç. Уроксенче анлăрах цифра мелĕсене усă курмаллине палăртрĕç, ырă тĕслĕхсене ĕçе кĕртмеллине каларĕç. Форума хутшăнакансем Нурлатри музейпе тата тĕп вулавăшпа паллашрĕç. Чăвашла ӳкернĕ «Мимимишки» мультфильмăн хаклавĕ те çак лапамрах иртрĕ.