Яковлева халалласа конференци иртрĕ
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Иван Яковлев çуралнă кунĕ умĕн шкулсенче, культура çурчĕсенче тата ытти пĕрлешӳре чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Çак ĕç-пуçа çӳллĕ шайра тата асра юлмалла йĕркелеме тепĕр сăлтав та пур. Шăпах кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен, Чĕмпĕр, Самара облаçĕсенчи, Пушкăрт, Марий Эл Республикисенчи вулавăш, музей, архив ĕçченĕсем, ăслăлăх çыннисем хутшăнчĕç. Конференцие «О вас я болел душой...» региосен хушшинчи марафонпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем Иван Яковлевăн культура тата педагогика тытăмĕсенчи эткерлĕхне вĕрентес, аталантарас тата упраса хăварас ыйтусене тишкерчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарчĕç. Марина Яковлева конференцие Пушкăрт тăрăхĕнченех çитнĕ. Хăйĕн ĕçне вăл Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елизавета Петровăна халалланă.
МАРИНА ЯКОВЛЕВА: «Иван Яковлевпа тĕл пулса калаçнă ĕнтĕ вĕсем, чăнах. Вăл вĕрентсе хăварнипе, пĕлӳ илнипе хамăр тăрăха килсе халăха çутта кăларса, ачасене вĕрентсе пысăк ĕлĕш хывнă, паллах, вĕсем. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă учительсем çинчен питĕ сахал информаци, çак информацие халăха çитерес килет. Кăсăкланакансем нумай пуль тесе шутлатăп». Наукăпа практика конференцийĕнче чăвашсен аслă патриархĕн, Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕрлĕ енчен тишкерчĕç. Çакна пурнăçлама архивра, музейре, вулавăшра тăрăшакансен тĕпчевĕсем те пулăшрĕç.
НАДЕЖДА ЕГОРОВА: «Эпир питĕ хавас, пирĕн библиотекарьсем ытти регионта та Яковлев ятне манмаççĕ, унăн ятне çӳлти шайра тытаççĕ, вĕсем пирĕн опытпа паллашса хăйсен патĕнче те çак документсемпе ытларах вулакансене паллаштарма тăрăшаççĕ тесе шутлатпăр. Яковлев çинчен эпир унăн çуралнă кун кăна мар, çулталăкĕпех ĕçлетпĕр, унăн кĕнекисене эпир цифрăланă». Чăваш халăхне çутта кăларнă педагога халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче çамрăксен перформансне ирттерĕç. Яш-кĕрĕмпе пикесене ăсталăх лаççисем, вăйăсемпе экскурсисем кĕтĕç.