Каллех çӳп-çап
Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансене шăнкăравлаççĕ, шăнкăравлаççĕ, шăнкăравласа тухаймаççĕ. Чăваш Ен наци телевиденийĕ вара çӳп-çап пуçтарассипе яваплă регионти операторпа çав-çавах çыхăнчĕ. Мĕншĕн çӳп-çапсене вăхăтра турттармаççĕ? Мĕншĕн контейнерсем тулса каяççĕ? Хуравĕсем пирĕн сюжетра.
– Икĕ эрне мусор илсе каймаççĕ. Шупашкарти Магницкий урамĕнче пурăнакан Татьяна Янина çӳп-çап вăхăтлă илсе тухманнипе кăмăлсăр. Вăл контейнерсем яланах туп-тулли пулнине палăртать. Унăн сăмахĕпе каяшсене пĕтĕм хуларан та, çывăхри ялсенчен те тимĕр утпах туртаттараççĕ-мĕн. Ку сăмахсене кӳршĕ урамсенче пурăнакансем те çирĕплетеççĕ.
АЛЕВТИНА ИСАКОВА: «Пĕтĕмпех таçтан та йăтса килеççĕ. Южный поселокĕнче çул тепĕр енчене те килеççĕ. Çак урамĕ пĕтĕмпех çакăнта килет. Аэропорорт патĕнче пур унта. Унталла каймаççĕ. Кунталла çула май веçех йăтаççĕ».
Ашмарин урамĕнче пурăнакансем те шар кураççĕ. Ку сăн ӳкерчĕке Николай Егоров ӳкерсе илнĕ. Каяша вăхăтра илсе кайманнипе контейнер тулсах кайнă. Николай Гурьевич сăмахĕпе пурте ешчĕке пăрахаççĕ – уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансем те, вĕренӳ учрежденинчен те, иртсе çӳрекен те. Кану кунĕсенче те контейнер пушанман.
НИКОЛАЙ ЕГОРОВ: «Виççĕмĕшĕнче пуçланчĕ те 10 килтĕм те çавăн пекех. Унта шăнкăравлатăп, шăнкăравласа çитейместĕп. Пĕр мусорный машини килчĕ. Çаврăнчĕ те каялла кайрĕ. Вĕсем вăрçăнаççĕ, çапăçаççĕ территоришĕн пĕлместĕп эпĕ. Хайсенчен ыйткалатăп та тепĕр чухне. Вара тухрăм та фото ӳкертĕм те кунта сайт çине ярса патăм».
Каяшсем турттарманни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. 2021 çулта та Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансем çӳп-çап илсе тухмаççĕ тесе çăхавланăччĕ. Чăваш наци телевидени ӳкерме те килнĕччĕ. Çапах та лав вырăнтан та хускалман, тĕрĕсрех каласан çӳп-çап. Ыйту кăçал та çивĕч.
ДМИТРИЙ ОСИПОВ: «Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçласа 9-мĕшчен регион ĕçне тимлекен центра социаллă сетьсемпе патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен портал урлă 422 пĕлтерӳ йышăннă. Çӳп-çап контейнерсене вăхăтсăр е пахалăхсăр тасатас темăпа 30 ытла пĕлтерӳ килнĕ. Уйрăмах палăртса хăвармалла çак проблема шăпах уяв вăрăм кунсен тапхăрĕнчен час-часах пăшăрхантарать пурăнакансене. Пуринчен ытла Шупашкар çыннисенчен пĕлтерӳ килнĕ. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕнче, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче пурăнакансем контейнер площадкисене йĕрке тума хастаррăн ыйтнă».
Çӳп-çап пуçтарассипе яваплă регионти оператор контейнерсем çитменнине палăртать. Çапах та вĕсене чи малтанах пысăк каяшсемпе пĕрлешӳсем тултарнине калать. Юридици сăпачĕсем регионти операторпа килĕшӳсем тумаççĕ, çӳп-çапне вара картишри контейнерсене пăрахаççĕ. Магницкий урамĕнче, сăмахран, ешчĕкре асфальт татăкĕсем выртаççĕ. Килсе пăрахакансемпе кĕрешме тĕрĕслевсем ирттереççĕ, видеосăнавсем вырнаçтараççĕ. Çапла майпа автомобиль номерне те пĕлме май пур.