Ака вĕçленнĕ хуçалăхсем те пур
Çумăр çуни вăхăтлăха ĕçе чарса лартрĕ. Апла пулин те хуçалăхсенче хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Хальлĕхе республикăра 195 000 ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Виçĕ районта ĕçсене вĕçленĕ.
Планпа палăртнин 86 процентне акнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче ака пăтти çинĕ. Патăрьелсем, елчĕксем ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, ку тăрăхсенче акмалли лаптăксем те ыттисенчен пысăкрах. Çав вăхăтрах куславккасем, хĕрлĕ чутайсем, сĕнтĕрвăррисем, шупашкарсем планпа палăртнин 70 процентне те пурнăçламан-ха. Хуçалăхсенче ытларах тулă акаççĕ. Хальлĕхе вăл 87 пин ытла гектар çинче вăй илет. Çуркунне нумай ĕçе пĕр вăхăтра тумалла. Халĕ çĕр улми лартмалли тапхăр. 14 тăрăхра «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлеме пуçланă. Хальлĕхе вăл 1434 гектар çинче çитĕнме пуçланă. Кунта патăрьелсен тӳпи пысăк, вĕсем 420 гектара ĕçе кĕртнĕ. Сăмах май, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 121 гектар çинче çеç çĕр улми лартнă. Чăваш Енри ултă тăрăхра «симĕс ылтăнпа» ĕçлеççĕ. Хальлĕхе 122 гектар çинче хăмлан тĕп тымарĕсене каснă. Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрмар, Вăрнар тăрăхĕсенче 65 гектар çинче хăмла çакнă.