«Зарница» тата «Орленок» пуçланчĕ
Республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» вăййисем пуçланчĕç. Кăçал вĕсем Канаш тăрăхĕнче иртеççĕ. Ку ахальтен мар. Çулсерен хăш ушкăн çĕнтерет, вĕсем тепĕр çул çак ăмăртăва йышăнаççĕ.
Çак ăмăртусем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем тăван çĕршыва юратма, чăн-чăн патриот пулма тата хамăрăн несĕлĕмĕрсен паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентеççĕ. "Çамрăк армеецсен юхăмĕн вăййинчен юлмалла мар", – теççĕ унта хутшăнакансем. Кăçалхипе вăл 54-мĕш хут иртет. «Орленокра» 5 ушкăн, «Зарницăра» 20 ушкăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртса хăйсен ăсталăхĕпе тӳресене тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем стройпа утаççĕ, туризм çулĕпе чăрмавсене парăнтарса чупаççĕ, пăшалтан переççĕ.