Йывăр тиевлĕ транспортсене тĕрĕçлеççĕ
Çĕннине тăваççĕ, кивви çинчен те манмаççĕ. Чăваш Енре М-12 трассăна сарнă тапхăрта аркатнă çулсене юсама тытăннă. Канаш хулинче ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ, çитес вăхăтра Йĕпреç, Тăвай, Çĕмĕрле, Пăрачкав муниципаллă округĕсенче те ку енĕпе вăй хума пуçлĕç.
Йĕркене пăсакан йывăр тиевлĕ транспорта куçса çӳреме чарас тĕллевпе çулсем çинче тĕрĕслев пункчĕсем вырнаçтарнă. Вĕсем мĕнлерех ĕçленине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те вырăна çитсе тĕрĕсленĕ.