Çур аки вăй илет
<p>Çуркунне çĕр çинче ĕçлекеншĕн хĕрӳ тапхăр. Ăшă та хĕвеллĕ çанталăкăн кашни сехечĕпе усă курса акана вăхăтлă ирттермелле. Кăçал ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен кĕркунне 550 000 гектар çинчен тухăç пухса илмелле пулать. Çур аки ирттермелли лаптăк пĕлтĕрхинчен пысăкрах – ĕçе 310 000 гектар çинче пурнăçлама палăртаççĕ.</p>
<p>Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çак вăхăтра çурхи ĕçсене пуçăннă çеç, кăçал вара хуçалăхсенче палăртнинчен çуррине акнă та. Патăрьелсен, елчĕксен, шăмăршăсен кăтартăвĕ 80 процентран та иртнĕ. Кайра пыракансем те пур – Етĕрне тăрăхĕнче тар кăлармалли нумай, ĕçе 20 процент майлă çеç пурнăçланă. Чăваш Енре иртнĕ талăкра çеç 10 000 гектар акнă. Çавăн пекех рапс, сарă пăрăç, куккурус, хĕвелçавранăш акăнать. 16 районта пĕр çул ӳсекен курăка 8 000 ытла гектар çинче акнă. Нумай çул ӳсекен курăк лаптăкне те хуçалăхсем çĕнетсе тăраççĕ, хальлĕхе 2 пин ытла гектара ĕçе кĕртнĕ. Çĕр пиçсе çитнĕ вырăнта çĕр улми лартаççĕ. Патăрьел, Вăрнар, Канаш тăрăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлеме пуçланă. Чăваш Енри 4 район хăмлапа ĕçлет. Вăрнар, Вăрмар, тата Етĕрне тăрăхĕсенче «симĕс ылтăн» тымарне 89 гектар çинче каснă.</p>