Пултăранпа кĕрешмелле
<p>«Симĕс пушар». Пултăрана халăхра çапла калаççĕ. Сарăлма тытăнсан чарма питĕ кансĕр ăна. Вăл çĕре те наркăмăшлатать, çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ. Ӳсентăрана ӳснĕçемĕн касса тăрсан, унăн тымарне йăвашлатса пырсан çеç пĕтерме пулать. Паян республикăра 800 ытларах гектар ытла çĕр лаптăкне пултăран юрăхсăра кăларать. Унпа кĕрешме кăçал Чăваш Енре 19 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.</p>
<p>Чăваш Енре пушă уйсенче, юханшывсем, çулсем хĕррипе ирĕклĕ çитĕнет çак тискер ӳсентăран. 4 метр çӳллĕш пулма пултарать. Шăмăршăсемсĕр пуçне пур районта та унран шар кураççĕ. Етĕрне тăрăхĕнче вăл 150 гектар çинче сарăлса выртать. Элĕксен те ĕçлемелĕх пур – 117 гектар çинчи пултăранпа кĕрешмелле. Вĕсем хыççăнах йĕпреçсем хăвалаççĕ. Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче наркăмăшлă сĕткен кăларакан ӳсентăран сахалтарах çитĕнет – 10 гектар та çук. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви кăçал республикăри тăрăхсемпе килĕшӳ тунă, вăрман евĕр кашлакан пултăранпа кĕрешме хăш муниципаллă округа мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулнине палăртнă. Ăшă кунсем çитсенех юханшыв хĕрринчисене алă вĕççĕн кĕреçепе кăклĕç, ытти вырăнта вара хими хутăшĕсем сапса кĕрешĕç. Уйăрнă укçана тухăçлă та витĕмлĕ усă курмалла, пултăрана пĕтĕмпех тĕп тумалла – республикăра çак тĕллевпе ĕçлеççĕ те.<strong> </strong></p>