Çĕнĕлĕх куçа илĕртет
<p>Чăваш Енре патшалăх кредичĕсемпе усă курса хăтлăх тĕлĕшĕнчен пĕлтĕр 11 объект хута кайнă. Вĕсен ытларах пайĕ çĕнĕ микрорайонсенче вырнаçнă. Улшăнусене Шупашкарти «Хĕвеллĕ», Çĕнĕ Шупашкарти «Никольское», Шупашкар тăрăхĕнчи «Хула çумĕ» çурт-йĕр комплексĕсенче курма пулать. Пирĕн ĕçтешсем те унта пулса курчĕç.</p>
<p>Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем хальтен шыв-шуртан хăрамаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем патĕнче шыв юххисем сарса вырнаçтарнă. Газ пăрăхĕсене ункăлакан тытăма хута янă. Çавăн пекех 2 трансформатор подстанцийĕ ĕçлеме пуçланă. Ку çак тăрăхра пурăнакан 3 пин ытла çынна хăтлăхпа тивĕçтерме пулăшнă. Шупашкарта пĕр çухрăма яхăн вăтам пусăмлă газ пăрăхĕ ĕçлеме пуçланă. Ку «Благовещенски» микрорайонти çĕнĕ çуртсене кăвак çулăмлă пулма пулăшать.</p>
<p>Хăтлăх кĕртмелли бюджет кредичĕпе усă курса Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнче çур çухрăма яхăн тротуар тата çул сарнă. 4 пин çурă çын пурăнакан тӳрех çĕнĕлĕхе туйса илнĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи Арккасси икĕ çухрăма яхăн шыв пăрăхне çĕнетнĕ. Коммуналлă ытти хăтлăхпа та тивĕçтернĕ кунта пурăнакансене. Раççейĕн строительство министерстви инфрастуртура кредичĕсем валли 2025-мĕш çулччен Чăваш Ене 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. 8 комплекслă строительство Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар тăрăхĕнче хута каймалла. Вĕсен шутне инженери, коммуналлă хуçалăх ĕçĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех 4 ача-пăча сачĕ çĕклеме палăртнă.<strong> </strong></p>