Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026 Май 2026
1 2 3 4 5 6 7 8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19 20 21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31

Поиск города

Ничего не найдено

Юсав ĕçĕсене палăртнинчен маларах вĕçлеççĕ

Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çула пысăк парнепе кĕтсе илеççĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче унти шкулта тĕплĕ юсав пуçланнăччĕ. Строительсем тăрăшса ĕçлени объекта палăртнинчен маларах хута яма май парать. Çĕнетнĕ шкула Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăй вырăна тухса тĕрĕслерĕ.

Вырăскас Пикшихри вăтам шкула 1978-мĕш çултах çĕкленĕ. Хăйĕн вăхăтне тӳссе ирттернĕ пĕлӳ çуртне кăçал федераци программипе çĕнетме тĕллев лартнăччĕ. Ун валли 107 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Ĕç йĕркипе килĕшӳллĕн объекта 2023-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче çеç вĕçлемелле пулнă. Подрячик кашни тапхăра вăхăтлăн та тирпейлĕн туса пынă. Çавна май, ачасем те шкула маларах таврăнаççĕ. Çак хыпар вĕренекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне уйрăмах савăнтарать.

ОЛЬГА НИКОЛАЕВА: «Ачасем урăх шкула ир-ирех тăрса автобус çине тухма пуçласассăн кĕркунне, сивĕсем çитсен питĕ йывăр пулчĕ. Йывăрлăха тӳсме пĕлсе çитни япăх япала мар, анчах та пĕчĕк ачасемшĕн вăл пĕрех йывăртарах, çавăнпа та халь Çĕнĕ çултан çĕнĕ шкула çӳреме пуçласассăн вĕсем, паллах, савăнаççĕ».

Шкулта ăшă, электричество, канализаци тытăмĕсене улăштарнă, видеосăнав хатĕрĕсене вырнаçтарнă, çуртăн тăррине те çĕнетмесĕр хăварман. Халĕ хăтлă та илемлĕ шкул иртен-каяна та тыткăнлать. Юсав хыççăн маларах тивĕçлĕ канăва кайма палăртнă вĕрентекенсен шухăш-кăмăлĕ те улшăннă.

ТАТЬЯНА ЕЛИСЕЕВА: «Ял ачисем çакăн пек шкулта вĕренме пултараççĕ тесессĕн, паллах, пĕр 10 çул каялла эпĕ ĕненместĕмччĕ. Пирĕн çĕлемелли çĕвĕ машинисем те пур, пирĕн мольбертсем кашнийĕн валли пур тата пирĕн шалта, кухньăра пур плитасем, кухонный комбайнсем, пĕтĕмпех оборудовани пур, вĕрентмешкĕн темиçе тĕрлĕ май та пур».

Шкулта ирттернĕ юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров пысăк хак пачĕ. Хăвăртлăхпа пахалăх пĕр-пĕрне хирĕçлеççĕ, анчах та çакă асăннă объектпа пырса тивменнине каларĕ вăл. Çитес çул шкул таврашне хăтлăх кĕртес тĕллевлĕ. Çак ĕçсене çуллахи вăхăтра ирттерме шухăшлаççĕ. Канаш хулинчи 7-мĕш шкула та 2023-мĕш çулта юсаса çĕнетĕç. Кун валли 80 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Ĕçсене çитес вăхăтра пуçлама палăртнă.

ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Эпир малтан улăштаратпăр чӳречесене, ремонт тăватпăр туалетсенче, пищеблокра, столовăйĕнче, кайран, ăшăтсан тăватпăр мягкий кровльăна. 16-мĕш январьте пуçлатпăр, 1-мĕш сентябрь валли пĕтересшĕн».

Пĕтĕмĕшле кăçал республикăра федераци программипе килĕшӳллĕн 12 шкула юсаса çĕнетнĕ. Çак кăтартупа Чăваш Ен ыттисене тĕслĕх кăтартма пултарнине çĕршыв шайĕнче те палăртнă. 





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

Урок про будущее: прикамские нефтепроводчики рассказали школьникам о своей профессии

АО «Транснефть – Прикамье» провело профориентационные мероприятия для школьников в Республике Татарстан

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Ria.city
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.