Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16 17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Салтаксене пулăшма 1 миллион тенкĕ ытла пуçтарнă

Гуманитари пулăшăвне пуçтараççĕ, çамрăксем валли пуçламăш çар хатĕрленĕвне йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшаççĕ. Хастарсем тăрăшнипе салтаксене тĕрев кӳме районта 1 миллион та 700 000 тенке яхăн укçа пуçтарнă. Ыркăмăллăх юхăмĕн пуçаруçисемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ.

Сухайкасси ялĕнчи культура çурчĕ – чунпа канмалли вырăн çеç мар. 2 уйăх ытла ĕнтĕ кунта ырă чĕреллĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрев кӳресси. Ыркăмăллăх юхăмĕн вăйĕпе ял çыннисем малтан «Атăл» батальонри салтаксене пулăшнă. Халĕ вара вĕсен ăшă çуначĕ айĕнче – тулли мар мобилизаципе çара кайнă районти салтаксем те.

ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Сухайкасси ял тăрăхĕ пуçарнă ырă ĕçе пĕтĕм çĕршыв хутшăнать тесен те тĕрĕс пулать пулĕ, мĕншĕн тесен çак хӳтĕлев плиттине Мускав тăрăхĕнчен ярса панă, эмелсен пуххине вара Питĕрте пурăнакансем илсе çитернĕ».

Канаш районĕнчи пĕр шухăшлă çынсене пухма Телеграмм канал пулăшать. Паянхи кун тĕлне унта 6 000 яхăн çын çырăннă. Ырă ĕçе вĕсенчен кашниех хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать: кам укçа-тенкĕ пухса, кам ăшă тумтир çыхса. Салтаксем ыйтакан япаласем тĕрлĕрен, çавăнпа та вĕсене пурне те Чăваш Енре шыраса тупма çук. Çапах та çак çивĕч ыйтăва та вăхăтра татса параççĕ ыркăмăллăх ĕçне йĕркелесе пыракансем.

ПАВЕЛ СЕМЁНОВ: «Малтан эпир Интернетра шыратпăр, тепĕр чухне шыраса тупатпăр тепĕр паллакан çын çав хулара, ăçта пур пире кирлĕ япала. Çав çын кайса килет, пăхать, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе. Вара автобуссемпе ярса параççĕ е транспорт компанийĕпе, хăйсем килеççĕ пулсан, çула май пĕрле илсе килеççĕ. Пирĕн вĕсене тав сăмахĕ каламалла, мĕншĕн тесен вĕсем хайсен пурнăçне шеллемесĕр пире хӳтĕлеме кайнă».

Канаш тăрăхĕнче пурнăкансем кĕске вăхăтрах 1 миллион та 700 000 тенке яхăн укçа пуçтарнă. Вĕсемпе тепловизи монокулярĕ, суран çыхмалли хăюсем, апат-çимĕç тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянса салтаксем патне ăсатаççĕ. Шкул ачисем те айккинче юлмаççĕ. Çарти пиччĕш-юлташĕсене пулăшас тесе вĕсем хурт-хăмăр пуçтараса укçа тăваççĕ. Экологипе патриотла акци пĕр çыхăнура пулни ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Каччăсене çар ĕçне тĕллевлĕн хатĕрлентерес тĕлĕшпе шкул программине пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн урокĕсене кĕртесси çинчен те çĕршывра пĕрре мар калаçнă.

МАКСИМ ВАСИЛЬЕВ: «Ман шутпа, кашни арçын автомат салатса пуçтарма пĕлмелле, мĕншĕн тесен вăл пире салтакра кирлĕ пулать. Çар урокĕсем шкулта пулсан эпĕ унта питĕ хаваспа çӳретĕп».

 Сухайкасси ял тăрăхĕнче пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн вĕренĕвне çамрăксемпе аслăраххисем валли те йĕркелесшĕн. Вăл çитес çултан ĕçлесе кайĕ. Унта каччăсемпе арçынсем çеç мар, пикесемпе хĕрарăмсем те çӳреме пултарĕç.    





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

Познавательные маршруты и высокий стандарт: чем республика привлекает гостей

Надежды, которые сбылись

Куда уехать из Йошкар-Олы: актуальное расписание междугородних автобусов

В Чувашии две легковушки улетели в кювет: есть пострадавшие

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.