Вăрлăх хатĕрлеççĕ
Çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлемелле тенине шута хурса ĕçлеççĕ хуçалăхсенче. Паян республикăра çураки валли вăрлăх хатĕрлессипе тимлеççĕ. Фермерсемпе пĕрлешӳсем ака валли 50 пин тонна яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хывса хăварнă.
Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕлтĕрхинчен 2 процент ытларах вăрлăх хатĕрлесе хунă. Хальлĕхе 30 пин тонна ылтăн пĕрчĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 68 проценчĕн шăтаслăхĕ пысăк пулнине палăртнă специалистсем. Канаш районĕ тăратнă пур вăрлăх та кондицие ларнă. Çавăн пекех çĕрпӳсен, хĕрлĕчутайсен кăтартăвĕсем те лайăх. Тĕрĕслев витĕр тухнă вăрлăх 9 районта лайăхпа палăрнă.