Ырă ĕç ырăлăх çуратать
«Имидж-Оптика» компани 20 çул ытла куç сывлăхĕшĕн явалă. Чăваш Республикинче компанин 14 уйрăмĕ ĕçлет: Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне хулисенче вырнаçнă вĕсем. Клиентсене паха та çĕнĕ йышши линзăсемпе, куçлăхсем сĕнет. Чи кирли - кунти хаксем халăха тивĕçтереççĕ.
«Имидж-оптика» компани ыр кăмăллăх ĕçĕсене те хутшăнать. Кăçалхи авăн уйăхĕнче «Ачасене çивĕч куç парнелетпĕр» социаллă проект пуçарса янă. Унпа килĕшӳллĕн сывлăх енчен хавшак ачасене куçлăхсемпе тивĕçтерчĕç. Ыр кăмăллăх уявĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.