Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026 Май 2026
1 2 3 4 5 6 7 8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19 20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31

Поиск города

Ничего не найдено

Культура ҫурчӗсене вăхăтра туса пĕтерĕç-ши?

Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра ҫӗнӗ 6 культура ҫурчӗ уҫӑлмалла. Анчах тӗрлӗ пӑтӑрмаха пула пур ҫӗрте те ӗҫсем кӑл-кал пымаҫҫӗ: те ҫанталӑк чӑрмантарать, те ӗҫлекенсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫула пысӑк парне, культура ҫурчӗ кӗтекен халӑхӑн шанӑҫне тӳрре тухĕ-ши? Ҫак ыйтӑва тишкерме тата ӗҫ еплерех пынипе паллашма пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкар тата Канаш районӗсене ҫитсе килчӗ.

Юмансар ялӗнче икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт инеҫтренех курӑнса ларать. Хальлӗхе вӑл хӑйӗн илемӗпе тата ҫӗнӗлӗхӗпе куҫа илӗртет пулсан, ҫитес вӑхӑтран вара ҫак вырӑн ял халӑхне тӗрлӗ уяв-концерта пухӗ. Килĕшӳ тăрăх культура ҫуртне чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕччен туса пĕтермелле пулнă. Анчах, пĕтемпех подрячикран çеç килмест. Ака уйăхĕнче çанталăк çумăрлă тăнине пула ĕçе вăхăтра пуçлайман, çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе лартакан шыв цистернисене те палăртнинчен каярах илсе çитернĕ. Çавна май объекта туса пĕтермелли куна раштавăн 20-мĕшне куçарнă.

АНДРЕЙ АНТОНОВ: «Ĕлкересшĕн, канмалли кунсем те сахал тăвасшăн, çук пекех. Çанталăкĕ пăртак пăсăлать те, нимех те мар, йĕпенетпĕр, типĕнетпĕр, услови пур, материал çитет».

Юмансар ялӗнче 600 ытла çын пурăнать. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ – çамрăксем. Аталанма, чунпа канма культура çурчĕ кирлех, палăртаççĕ ял çыннисем.

ГЕННАДИЙ СТЕПАНОВ: «Клуб пулсассăн çамрăксем те ташлама килеççĕ, концертсем килсе кăтартаççĕ, кӳршĕ яла çӳрес пулать, 3 çухрăма, хамăр ялта пулсассăн пĕтĕм ваттисем килеççĕ вĕт. Пысăк ялта, çакăн пысăкăш ялта пĕр клуб кирлех ĕнтĕ вăл».

АЛЬБЕРТ ФИЛИППОВ: «Ике хутлă, вăйлă проектпа туса хунă, мана килĕшет, паллах. Клуб пулсассăн çамрăксем те юлаççĕ, культура, уровень».

Культура çурчĕ 100 ытла çынна йышăнма пултарĕ. Унта концерт залĕсĕр пуçне вулавăш тата ача-пăча ӳнер шкулĕн филиалĕ пулмалла. Ĕçсене «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмпе строительство валли 33 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

ЕКАТЕРИНА ФИЛИППОВА: «Пирĕн тĕллевсем пур. Пирĕн Туруново ялĕнче ыйтаççĕ, Анаткас ялĕнче, Шуркасси ялĕнче ыйтаççĕ. Пирĕн унта клубсем кивелнĕ, çавăнпа та эпир унта халь проектсем хатĕрлетпĕр Шуркасси ялĕпе. Ытти Турунова ялĕсене эпир пăхса тухасшăн тепĕр енпеле, урăх программăпа».

Канаш районĕнчи Юмансарти культура çуртĕнчи строительство ĕçĕсене çĕнĕ çулччен вĕçлесшĕн пулсан, Шупашкар районĕнчи Салапайкассинче вара йывăрлăхсем пур. Объект территорийĕнче йĕри-тавра пылчăк çăрăлать, çавна май ĕç палăртнă йĕркерен кая юлса пырать.

БОРИС СЕМЕНОВ: «Эпир сентябрьте пуçланă, фундаментран ĕнтĕ, кашни кун ĕçленĕ, канмалли кунсенче те ĕçленĕ, çанталăк лайăх чухне, халь вăт лартăмăр, иккĕмĕш эрне ĕçлейместпĕр».

Культура çуртне çĕклеме Чăваш Ен Правительстви Шупашкар районне укçа-тенкине вăхăтра çитернĕ. Çавăнпа та подрячикăн килĕшĕве тĕпе хурса ĕçсене раштав уйăхĕнче вĕçлемелле. Шаннă йăвара кайăкĕ пулĕ-ши? Хуравĕ хальлĕхе иккĕленӳллĕ. 





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Ria.city
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.