Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла

Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Ен пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва хутшăнчĕ. Çăмăл атлетикăпа туслисем республикăри 24 муниципалитетра старта тăчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ кăçал 34 000-рен те иртрĕ. Шупашкарти Мускав çыранĕнче вара спортсменсем пуринчен йышлă пухăнчĕç.

Кассăн-кассăн çумăр çуса иртсе каять. Çак чупакансене пĕрре те хăратмасть. Пĕрисем çĕнтерӳ пъедесталĕ çине тăрас тĕллевпе, теприсем хăйсен рекорд кăтартăвне лайăхлатас шутпа «Наци кросне» хутшăнаççĕ.

АЛЕКСАНДР ЮМАНОВ: «Хамăр юлташсемпе пĕрремĕш хут кросра чупатпăр. Кăмăл боевой, эпир çĕнтеретпĕр, паллах».

8 теçеткерен иртнĕ Николай Тихонов Атăл хĕрринче кашни кун чупать. «Наци кросне» пĕр çул та сикретмест.

НИКОЛАЙ ТИХОНОВ: «Пурне те сывлăх сунатăп. Пирĕн праçник «Кросс наций».

52 çул шкулта ачасене спортпа туслă пулма верентекен Геннадий Быков та çулсерен чупăва килет.

ГЕННАДИЙ БЫКОВ: «Çынсем нумайтарах спортпа заниматься тăвасшăн. Шкулта ĕçлетĕп те, шкул ачисем тăрăшсах çакăнта килесшĕн. Школьниксем чупаççĕ. Предприятисенчен килеççĕ. Кашни çулах «Кросс нацине» хутшăнакан çынсем нумайлансах пыраççĕ. Питĕ кирлĕ япала вăл».

«Наци кросне» Шупашкарта çеç 1770 çын хутшăнчĕ. Чупăва сумлă та паллă ентешсем уçрĕç. Министрсем, депутатсем – такам та пур кунта. Вĕсен йышĕнче Олимп вăййисен чемпионĕ Валентина Егорова та тăрать.

ВАЛЕНТИНА ЕГОРОВА: «Паян мана старт пама чыс пачĕç. Çавăнпа та эпĕ участник та, стартер та пулатăп. Хаваспа, тус-юлташсене курма лайăх. Çынсемпе пĕрле чупма питĕ хавас».

1, 4, 6, 8, 12 çухрăм – чупăва хутшăнакансем миçе çултине кура дистанци суйласа илме пултарчĕç. «Наци кросĕ» республикăри пур районта та иртрĕ. Тĕп хула хыççăн Патăрьел, Комсомольски, Шупашкар, Канаш районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче старта тухакансем пурнинчен йышлă пулчĕç. Çĕнтерӳçĕсем Раççей спорт министерствин Кубокĕсемпе медалĕсене тивĕçрĕç. Алина Сусметова, Милена Алексеева, Юрий Марков