Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Алă усса ларма вăхăт çук

Ял ĕçченĕ хĕрсех вырмара тăрăшать, çав вăхăтрах кĕрхисене акать. Республикăра паянхи куна 68 000 яхăн гектар çинче урпапа тулă акнă. 92 000 ытла гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку палăртнин 88 проценчĕ.

Паянхи куна республикăра кĕрхисене палăртнин 64 процентне çеç акнă. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне кирлин 77 процентне ĕçе кĕртнĕ. Хальлĕхе нихăш районта та 100 процент таран кĕракине вĕçлемен. Кăтартусене пурнăçламан. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ĕçсем япăхрах. Йĕпреç, Канаш, Красноармейски, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче кĕрхисене 80 процент ытларах акнă. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче ку кăтарту 30 процент ытларах çеç.

 АЛЕКСЕЙ СЕЛИВАНОВ: «Комсомольски районĕпе пирĕн кĕрхи тырăсене акасси пырать ĕнтĕ. Нумай хуçалăх акаймарĕç. Çут çанталăк питĕ типĕ пулнипе çурла уйăхĕнче çумăр пĕр пĕрчĕ те çумарĕ, çавна пула нумай хуçалăх акма васкамарĕç. Пирĕн планланă 5 000 гектар. Паянхи куна 36 процент кăна акнă. Çак 1804 гектарпа танлашать. Çумăрсем пуçланчĕç, çавăнпа хуçалăхсем акма чарăнчĕç».

Наука тĕлĕшĕнчен тишкерсен кĕрхисене çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен акмалла. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçе кăшт каярах та ирттерме пулать. Çакă юлашки çулсенче региона çанталăк улшăннипе çыхăннă. Кунта тепĕр самант та пур – хуçалăхсем вырăнти лару-тăрăва шута илсе хăйсем палăртаççĕ – кĕрхисене палăртнă вăхăтран кая юлса акмалла е çук.

Çанталăк ял хуçалăх ĕçне яланах витĕм кÿрет, кăçал вара çакă уйрăмах сисĕнет. Çулла типĕ тăни хăш-пĕр культурăсене шар кăтартрĕ, халĕ çумăр чăрмантарать. Гидрометеорологи тата тавралăха тĕпчекен Чăваш Енри центртан пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьелĕнчи метеостанци çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен çанталăк питĕ типĕ пулнине палăртнă. Çакă шăпах Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсене пырса тивет. Ӳсентăран вăй илмелли тапхăрта акмалли сийре 10 мм çинче çеç нӳрĕлĕх пулнă.

Типĕ çанталăк тăни çĕрулми тухăçĕ çине те витĕм кӳчĕ. Хальлĕхе 14 районта «иккĕмĕш çăкăр» кăлараççĕ. 1236 гектар çинче тухăç пухса илнĕ. Куславккасем пуçаруллăрах – ĕçе 200 ытла гектар çинче пурнăçланă. Чăваш Енре çак кун тĕлне 29 000 тонна çĕрулми пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. Тухăç пĕлтĕрхинчен лайăх, гектартан вăтамран 234 центнер ытларах тухса пырать. Каçалсен кăтартăвĕ 333-пе танлашать. Хăмла татасси вара пĕлтĕрхинчен юлса пырать. Хальлĕхе 44 гектар çинче ĕçе вĕçленĕ. «Симĕс ылтăна» Вăрмар, Вăрнар, Етĕрне, Çĕрпӳ районĕсенче лартса ÿстереççĕ. Гектартан вăтамран 18 центнер майлă хăмла тухса пырать 





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

В Йошкар-Оле прошел турнир по вольной борьбе, посвященный памяти офицера регионального управления Росгвардии Станислава Дмитриева

В Чувашии две легковушки улетели в кювет: есть пострадавшие

В Чувашии фиксируют самый теплый день за последнее время: выше +17

Глава СКР Бастрыкин поручил доложить о том, как продвигается дело с аварийным домом в Канаше

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Ria.city
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.