Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16 17
18
19
20 21 22
23
24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Улатăрпа Канашсем хула кунне паллă турĕç

Харăсах икĕ уяв – хула кунне тата чукун çул ĕçченĕсен кунне паллă турĕç Канашра. Кунта пурăнакансемпе пĕрлех хăнасем савăнчĕç. Улатăрта та канмалли кунсем хаваслă иртрĕç. 470 çул каялла йĕркеленнĕ хула паян хăйĕн пуян историйĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе килен-каяна тыткăна илет. Кунта вырнаçнă чиркӳсемпе мăнастирсене çулсерен пиншер çын килсе çӳрет.

 АЛИНА ИГОНИНА: «Улатăр çыннисене уявпа саламлас килет. Вĕсене ырлăх-сывлăх сунас килет. Çак хула малалла та ӳссе пытăр. Çыннисем саванăçлă пулччăр».

Хула кунĕнче ал ăстисен куравĕ те, ача-пăча валли хатĕрленĕ программа та пуян пулчĕ. Тунсăхлама никамăн та вăхăт пулмарĕ. Ир пуçласа каçченех юрă-кĕвĕ ушкăнĕсем уява килнисене хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Улатăр хулин кунĕнче «Звучи, российская глубинка» фестиваль иртет. Кăçал вăл 22-мĕш хут иртрĕ. Халăх пултарулăхĕпе паллаштарма Чăваш Енри районсемпе хуласенчен çеç мар, кӳршĕ регионттан та артистсем килсе çитнĕ.

ЛИНА СПИРИДОНОВА: «Эпир Улатăр хулине çак уява, çак фестивале 10 çул ытла çӳретпĕр. Пире кунта питĕ килĕшет. Кашни çулах коллективсемпе паллашатпăр. Çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем хамăр вĕренетпĕр. Çĕнĕ юрăсем илтетпĕр, пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр. Пире хапăл тусах кĕтсе илеççĕ çак хулара. Эпир питĕ хавас».

ФАИНА МАКСИМОВА: « Улатăр хулине «Звучи, российская глубинка» фестивале курма тата хамăра кăтартма килекен хăнасемпе пĕрле калаçма килтĕмĕр. Алатырь хули пире питĕ килĕшет. Пысăк. Ÿсет Улатăр хули, чаплă».

Уява килнĕ сумлă хăнасем Улатăрти Геройсен стели патне чечексем хучĕç. Пултаруллă та ĕçчен çынсем тăрăшнипе хула сăн-сăпачĕ çулсерен илемленет. Çитес çулсенче вара коммуналлă тытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарасшăн, çак пысăк ĕçе тепĕр çул валли плана кĕртсе хăварнă. Кун çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă май пĕлтерчĕ. Улатăра аталантарма пысăк тӳпе хывнă хастарсене патшалăх наградисем парса чысларĕ.

Тăван хулан çуралнă кунне канашсем те савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уявра чукун çул ĕçченĕсен кунне те паллă тăваççĕ. Канаш хули тĕпленнĕ вырăнта 130 çул каялла Шăхран чукун çул станцийĕ йĕркеленĕ. 1925-мĕш çулта вăл ятне улăштарнă. Хальхилле Канаш пулса тăнă. Паян кун та вăл республикăн чукун çул çинчи тĕп хули шутланать.

– 97 çул хушшинче Канаш хули самаях улшăнса, хитреленсе, аталанса пыракан хула. Малалла та çавăн пекех пултăр. Кунта пурăнакансене яланах сывлăх пултăр. Кунта килекенсене çак хула килĕшсе яланах каялла таврăнас килтĕр. Унсăр пуçне нумайăшĕн Канаша килсе пурăнас текенсен çуралса çирĕпленччĕр малалла. Сумлă хăнасем монохула аталанăвĕпе паллашнă май, наци проекчĕпе пурнăçланă объектсене çитсе курчĕç.

Хула кунне халалласа Канашра тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ. Вăл шутра конкурссемпе вăйăсем, концертсем, ăмăртусем чылай пулчĕç. Уявра яланхи пекех, ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕç 

 





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

За четыре года в Чувашии откроют десять ветеринарных операционных

Проекты и объекты

В Чувашии велосипедист попал под колеса авто и погиб

Познавательные маршруты и высокий стандарт: чем республика привлекает гостей

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Rss.plus
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.