Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16 17
18
19
20 21
22
23 24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Ял хуçалăх кооперативĕ аталанать

Канаш районĕнчи ял хуçалăхри чĕр тавара тирпейлекен «Мелилотус» кооперативра çĕнĕ цех уçăлнă. Республикăри ял хуçалăх министерствин гранчĕпе усă курса хута янă. 2019-мĕш çултах патшалăх вĕсене 40 миллион тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне вĕсем хăйсен укçине те хывнă. Санкцисен вăхăтĕнче ялсене малалла аталантарас шухăшлă уçламçăсен пурнăçĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Тăван тăрăхра ӳстернĕ чей курăкĕ, техĕмлĕ пыл – йăлтах тирпейлесе кăлараççĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче. Индире тата ытти çĕршывра кăларнă чейсене ку таврара ĕçме пăрахнă. «Мелилотус» кăларакан чей тутлăрах, сиплĕрех. Ăна кам ăçтан пухса килни, мĕнле тата хăçан туса кăларни йăлтах паллă. Кĕçех республикăри чылай лавккара туянма пулать хĕрлĕхен курăкĕнчен хатĕрленĕ асамлă чее. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Предприяти чей тума пуçларĕ. Хĕрлĕхен курăкĕ ялан пулнă Чăваш Республикинче. Эпир ăна тĕрĕс пуçтарса илсе ферментировать туса типĕтсе, фасовать туса сутма пĕлмен. Халь ĕнтĕ предприяти çак ĕçпе ĕçлесе пырать. Çĕнĕ оборудовани лартнă. Ăна пирĕн çĕршывра туса илнĕ». Предприяти ертӳçи Николай Николаев малашне ытти регионпа суту-илӳ тума палăртать. НИКОЛАЙ НИКОЛАЕВ: «Ку питĕ усăллă курăк. Çул хĕрринче, уçланкăсенче, вăрман хĕррисенче ÿсет. Эпир ăна кашниех куратпăр, çапах та нумайăшĕ асăрхамасăр иртсе каяççĕ, пуçтармаççĕ. Унта нумай усăллă элементсем. Витаминсем нумай. Ытти çĕршывран илсе килнĕ чейсемпе танлаштарсан кофеин çук. Çак хĕрлĕхен курăкĕнчен тунă чее эпир чи малтан Чăваш Республикинче сутма палăртнă. Çавăн пирки ĕçлетпĕр хамăр тăрăхри лавккасемпе. Малашне пирĕн ĕмĕтсем пысăк, эпир тухасшăн çумри регионсене. Тутар Республикине, Ульяновск облаçне». Çĕнĕ цеха çу уйăхĕнче хута янă. Людмила Прокопьева кунта кӳршĕ ялтан килсе çгрет. Тăван тăрăхра çĕнĕ йышши, пысăк хăватпа аталанакан производство уçăлнăшăн чунтан савăнать. ЛЮДМИЛА ПРОКОПЬЕВА: «Юнашар ялтан – Воронцовка ялĕнчен çӳретĕп. Мана кунта ĕçре питĕ килĕшет. Эпĕ ĕçе кăмăлпах çӳретĕп. Кунти вырăнти курăксене хамăр пуçтарма тăрăшатпăр. Хамăр тухса çӳретпĕр вăрмансене. Тирпейлетпĕр, типĕтетпĕр хамăрах. Вĕсенчен чай тăватпăр. Çав вăхăтрах квас та тăватпăр. 3 тĕрлĕ. Тĕрлĕ пылак шывсем кăларатпăр. Кĕркуннерех вара пылсем çине куçатпăр». Николай Николаев пек мал ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ ĕçлеме пĕлекен усламçăсем нумаях мар. Вăл чунтан ял пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшнине палăртаççĕ. Предприятире пылтан тĕрлĕ ĕçмелли, çимелли хутăш туса кăлараççĕ. Квас, пылак шĕвек, артезиан шывĕ кăларас производствăна хута янă. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Акăнман çĕрсем çук. Хуртсем те ĕрчетеççĕ вĕсем, пыл та туса илеççĕ. 500-600 вĕллене яхăн вĕсем. Вĕсем пĕрлешсе çак кооператива йĕркелесе яма пултарчĕç. Ун хыççăн патшалăх грант 40 миллион тенкĕ парса пулăшрĕ. Ку производство 3-4 хут хаклăрах. Пĕтĕм ытти регионсене сутма пултаратпăр». Кăçал патшалăх гранчĕпе усă курса Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче какай тирпейлекен ял хуçалăх кооперативĕсем хута каймалла. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

Глава Чувашии провёл прямую линию: сотни звонков и нестандартные решения

В Канашском районе легковушка сбила пешехода: женщину увезли в реанимацию

Проекты и объекты

За четыре года в Чувашии откроют десять ветеринарных операционных

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.