Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16 17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Туслăха çирĕплетеççĕ

Çĕнĕ Шупашкарта тепĕр виçĕ-тăватă çултан ипподром хута яма палăртаççĕ. Спорт объектне Чĕмпĕр хулинчи проекта усă курса çĕклесшĕн. Кӳршĕ регионти ипподромра халĕ тĕплĕ юсав пырать. Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнатторĕпе Алексей Русскихпа сӳтсе яврĕ. Икĕ ертӳçĕ Чĕмпĕр хулинче тĕл пулчĕç. Сăмах – Алексей Зотикова. Ĕçлĕ çул çӳрев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен пуçланчĕ. Пĕлӳ çуртне чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев никĕсленĕ. Кунтах вăл чăваш алфавитне йĕркеленĕ. Çĕнĕ çырулăха халалласа музей лапамĕнче «Ă» сас палли палăкне уçрĕç. – Çак вырăнтан пирĕн чăваш искусствин нумай ĕçченĕсем çакăнтан пуçласа вăй илсе кайран ĕнтĕ чапа тухма пултарнă. Константин Иванов, Федор Павлов, Марфа Трубина, Яков Ухсай, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ытти те. Пурте Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, пурне те Иван Яковлев анлă çул çине кăларнă. Чăваш алфавитĕнче вырăслинчен тăватă сас палли чылайрах. Шăпах вĕсем чăваш чĕлхин çемçелĕхне, хăйне евĕрлĕхне палăртаççĕ. ВИКТОР АВАНМАРТ: «Ку палăк сăнарĕ пирки калас пулсан вăл «Ă» сас палли кăна мар. Çӳлти çаврăмĕ вăл хĕвел палли. Аялти çаврăм – çĕр палли. Тата вĕсене пĕрлештерекен – Ту палли. Çавăнпа аялти тĕнче, çӳлти тĕнче, вăтам тĕнче пĕрлештерекен япала. Йĕри-тавра чăмăрĕ çаври вара çак килĕшӳллĕхе пĕлтерет». Чăваш алфавитне палăк лартассине Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем пуçарнă. Ăна Олег Николаев та ырланă. Вăл шалăвăн пĕр пайне ăна çĕклеме янă. Чăваш халăхĕн йăлипе – нимелле – çĕкленĕ палăк ĕмĕрлĕхех чăваш çырулăхĕ ăçта пуçланнине аса илтерĕ. Чĕмпĕр чăваш çĕршывĕшĕн яланах сумлă хула пулĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен республика ертӳçи Олег Николаев «Акатуй» уявне çитрĕ. Пĕр лапамра чăваш уявне тата регионти халăхсен туслăх кунне паллă турĕç. Чĕмпĕр облаçĕнче 95 пине яхăн чăваш пурăнать. Вырăнти правительство пулăшнипе вĕсем тĕрлĕ уяв ирттереççĕ, Чăваш автономи пулăшнипе кĕнекесем пичетлеççĕ, «Канаш» хаçат кăлараççĕ, «Эткер» ярăм эфира тухать. – Эпир паян сирĕнпе пирĕн несĕлсем çирĕплетсе хăварнă йăласемпе ĕнтĕ пухăнса яланхиллех ака-суха туса пĕтернĕ уявне уявлатпăр. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Паян кунта куратпăр, питĕ нумай килнĕ Тюменьрен те, Пензăран та, Сар ту енчен питĕ нумай пирĕн ентешсем çак уявра. Пурне те саламлатпăр». АЛЕКСЕЙ РУССКИХ: «Акатуй пирĕн облаçшĕн ĕçпе туслăх уявĕ. Вăл чăвашсене кăна мар, регионти ытти халăха та пĕрлештерет, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет. Чăвашсен наципе культура автономийе çак енпе пысăк ĕç пурнăçлать. Чĕлхе, йăла-йĕрке, уявсем кулленхи пурнăçа çирĕппĕн кĕчĕç. Çынсем чăваш пулнишĕн мăнаçланма пуçларĕç. Ку ĕçре Олег Николаевич Мустаевăн тӳпи пысăк». Олег Николаев Алексей Русскиха чăваш халăх тумне – шупăр парнелерĕ. Мĕн авалатан ăна чи сумлă çынна тăхăнтарнă. Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тав турĕ, чăваш чĕлхине вĕренме пуçлассине каларĕ. Уявран икĕ ертӳçĕ Правительство çуртне çул тытрĕç. Унта тĕрлĕ тытăмра пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ алă пусрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрне Республика кунне уявлама чĕнчĕ. Кăçал Шупашкартан Хусана Атăл тăрăх «Валдай» караппа кайма пулĕ. Пурна киле Чĕмпĕре те çитме пулĕ. Ку енпе халĕ ĕçлеççĕ. Олег Николаев Алексей Русскиха Куславкка районĕнчи чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене халалланă палăка уçма та чĕнчĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртаççĕ. Олег Николаев «Тылри паттăрлăх» патриотла марафона пĕрле ирттерме те сĕнчĕ. 1941 çулта Чĕмпĕр облаçĕнче Куйбышев хӳтĕлев чиккине çĕкленĕ. Икĕ кӳршĕ окоп чавакансен паттăрлăхне яланах асра тытмаллине палăртрĕç. Алексей Зотиков, Юрий Марков





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

Познавательные маршруты и высокий стандарт: чем республика привлекает гостей

Надежды, которые сбылись

Куда уехать из Йошкар-Олы: актуальное расписание междугородних автобусов

В Чувашии две легковушки улетели в кювет: есть пострадавшие

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.