Добавить новость
Март 2017
Апрель 2017
Май 2017
Июнь 2017
Июль 2017
Август 2017
Сентябрь 2017
Октябрь 2017
Ноябрь 2017
Декабрь 2017
Январь 2018
Февраль 2018
Март 2018
Апрель 2018
Май 2018
Июнь 2018
Июль 2018
Август 2018
Сентябрь 2018
Октябрь 2018
Ноябрь 2018
Декабрь 2018 Январь 2019 Февраль 2019 Март 2019 Апрель 2019 Май 2019 Июнь 2019 Июль 2019 Август 2019 Сентябрь 2019 Октябрь 2019 Ноябрь 2019 Декабрь 2019 Январь 2020 Февраль 2020 Март 2020 Апрель 2020 Май 2020 Июнь 2020 Июль 2020 Август 2020 Сентябрь 2020 Октябрь 2020 Ноябрь 2020 Декабрь 2020 Январь 2021 Февраль 2021 Март 2021 Апрель 2021 Май 2021 Июнь 2021 Июль 2021 Август 2021 Сентябрь 2021 Октябрь 2021 Ноябрь 2021 Декабрь 2021 Январь 2022 Февраль 2022 Март 2022 Апрель 2022 Май 2022 Июнь 2022 Июль 2022 Август 2022 Сентябрь 2022 Октябрь 2022 Ноябрь 2022 Декабрь 2022 Январь 2023 Февраль 2023 Март 2023 Апрель 2023 Май 2023 Июнь 2023 Июль 2023 Август 2023 Сентябрь 2023 Октябрь 2023 Ноябрь 2023 Декабрь 2023 Январь 2024 Февраль 2024 Март 2024 Апрель 2024 Май 2024 Июнь 2024 Июль 2024 Август 2024 Сентябрь 2024 Октябрь 2024 Ноябрь 2024 Декабрь 2024 Январь 2025 Февраль 2025 Март 2025 Апрель 2025 Май 2025 Июнь 2025 Июль 2025 Август 2025 Сентябрь 2025 Октябрь 2025 Ноябрь 2025 Декабрь 2025 Январь 2026 Февраль 2026 Март 2026 Апрель 2026
1 2 3
4
5
6 7 8 9 10
11
12
13 14 15 16 17 18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30

Поиск города

Ничего не найдено

Пурин те яваплă пулмалла

«Кун урлă сĕт паратпăр. Кашни уйăхра пĕр хут чĕр тавара пуçтаракан сĕтре антибиотик тупать, анчах та çирĕплетекен хутсем кăтартмасть. Пулăшăр». Çапла çырнă пирĕн редакцие Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнакансем. Çивĕч ыйтăва уçăмлатма пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков репортер çула тухрĕ. Ирхи сăвăмра пулчĕ. ОКСАНА АНАНЬЕВА: «Сĕтрен пирĕн антибиотик тухать тесе ыйту пур-ха. Ăçта ыйтса пĕлмеллине пĕлменнипе сирĕн патна çырма шутларăмăр эпир». Катек ялĕнче пурăнакансем 20 çула яхăн пĕр çынна сĕт парса пурăннă. Малтан аванах пулнă – сĕтне панă, укçапа тивĕçтернĕ, анчах та юлашки виçĕ-тăватă çулта лару-тăру çивĕчленнĕ. ОКСАНА АНАНЬЕВА: «Кашни уйăхра пĕр кун, ик кун антибиотик кăларса пама пуçларĕç пире. Вара укçине тытса юлаççĕ. Çурри кăна мар. Çурри ытларах та тытса юлаççĕ. Пире çав укçана памаççĕ». СВЕТЛАНА АНАНЬЕВА: «Антибиотик тухнă тенĕ кунне пирĕн сĕт хакĕ литршăн çав тери сахал тӳлеççĕ. Пиллĕк-ултă тенкĕпе илни те пулнă». «Ĕнисен шучĕ ялта ахаль те сахал. Пуçтаракансем çапла хăтланнипе вĕсен хисепĕ татах та чакрĕ», – пĕлтереççĕ катексем. Пĕр-икĕ уйăх каялла Катекре сĕт пуçтаракан улшăннă. Пурнăç йĕркеленсе каясса шаннă ял çыннисем, анчах та шанăç тӳрре тухман. Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче сĕт пуçтаракан каллех антибиотик тупнă тесе пĕлтернĕ. ОКСАНА АНАНЬЕВА: «Тепĕр кунне вăл пирĕнне кашнинне уйрăммăн сĕт пуçтарса çӳрерĕ. Эпир вара килсен ыйтрăмăр та тухнă-и тесе. Нимĕн те шарламарĕ. Водителĕ тухман тесе кăна каларĕ». Антибиотик пур-и е çук-и тесе эпир сĕт пуçтараканран хăйĕнчен ыйтрăмăр, анчах та вăл пирĕнпе уççăн калаçма кăмăл тумарĕ. Ахăртнех, ял çыннисене айăплас терĕ. Сĕтре антибиотик тупнине, ăна кам янине сĕт пуçтаракан пире каламарĕ. «Вăл темиçе ялта сĕт пуçтарать. Катек, Кушăк, Ачча, Пайкилт, Тăрăн ялĕсем кĕреççĕ унта. Тен унта антибиотик тухнă», – палăртрĕç сĕт пама пухăннисем. ЛЮДМИЛА СЕМЕНОВА: «Кашни уйăхрах сĕт анализĕ илетпĕр ял халăхĕн сĕчĕсене. Антибиотик тухмаллисене ăна завод тĕрĕслет. Эпир тĕрĕслетпĕр çу пахалăхне, плотностне, шыв хушнипе хушманнине». СЕРГЕЙ ВАСИЛЬЕВ: «Сельский поселенинче ветучастокра ун пек хатĕр çук антибиотиксем çине тĕрĕслеме. Комиссионный илсессĕн комиссионно территориальный лабораторине». Тĕрĕслех шыраса эпир Комсомольскинчи сĕт заводне çитрĕмĕр. Чылай кĕтнĕ хыççăн пире çапла ăнлантарчĕç. ЛЮДМИЛА МИТЮКОВА: «Эпир кашни литр сĕте илнине тĕрĕслетпĕр. Енчен те антибиотик тухсан сĕт илменнине çирĕплеткен хут çыратпăр. Сĕтне каялла тавăратпăр». Канаш районĕнче 8-9 усламçă сĕт пуçтарать. Чĕр тавар хакĕ пурин те пĕр пек – 22 тенкĕ. Катек ялĕнче сĕт пуçтаракан Елена Орлова сĕтне Йĕпреç районĕнчи Пучинке салинчи завода ăсатать. Кун пирки пире Канаш район администрацийĕн ĕçченĕ Сергей Васильев пĕлтерчĕ. Вăл пулăшнипе эпир Елена Орловăпа çыхăнтăмăр. Ял ятне Елена Орлова пире каламарĕ. Ăна та, паллах, ăнланма пулать. Ĕнене сыватнă вăхăтра сĕте памалла мар. Çакна тусан çынсем сĕт пуçтаракана та, сĕт паракансене те сиен кӳреççĕ. Кăрлач уйăхĕшĕн сĕт панăшăн катексем хальлĕхе укçа илмен. Сĕт пуçтаракан Елена Орлова пĕрремĕш хутĕнче сĕт укçине чакармасса палăртрĕ. Çапах та кашни сĕт параканăн та яваплăх пирки манмалла мар. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин





Все города России от А до Я

Загрузка...

Moscow.media

Читайте также

В тренде на этой неделе

Познавательные маршруты и высокий стандарт: чем республика привлекает гостей

Надежды, которые сбылись

Куда уехать из Йошкар-Олы: актуальное расписание междугородних автобусов

В Чувашии две легковушки улетели в кювет: есть пострадавшие

Новости Чувашии



Глава Чувашии Олег Николаев

Частные объявления в Канаше



Загрузка...
Ria.city
Rss.plus


Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.




Канаш на Russian.city


News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.
© News-Life — оперативные новости с мест событий по всей России (ежеминутное обновление, авторский контент, мгновенная публикация) с архивом и поиском по городам и регионам при помощи современных инженерных решений и алгоритмов от NL, с использованием технологических элементов самообучающегося "искусственного интеллекта" при информационной ресурсной поддержке международной веб-группы 103news.com в партнёрстве с сайтом SportsWeek.org и проектами: "Love", News24, Ru24.pro, Russia24.pro и др.