Ӳнер тĕнчи асамланă
<p><span>Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Кузьмин 7 теçетке урлă каçнă пулин те чунĕпе хăйне çамрăк туять. Нумай çул çурçĕрте ĕçленĕ, тăван тавралăхшăн питĕ тунсăхланипе-ши унăн кашни ӳкерчĕкĕнче Чăваш Ен илемĕ сăнланнă. Вăл ӳнерçĕ пулма ятарлă пĕлӳ илмен, çапах та чун киленĕçĕ çак кунсенче куçса çӳрекен «Тăван ен кĕвви» курава уçма хистенĕ.</span></p>