Пуриншĕн те уяв пулман
Çĕнĕ çулти канмалли кунсем иртсе кайрĕç. Пуриншĕн те вăл уяв кĕрекинче иртнĕ-и? Регион ĕçне тимлекен центра 500-е яхăн çăхав çитнĕ. Сивĕ пӳрт, çутăсăр урам, тасатман çул тата ытти ыйту – йăлтах çак йывăрлăхсем канмалли тапхăра лекнĕ. Çавăнпа та çăлăнăç шыраса республикăра пурăнакансем тĕрлĕ ведомствăран пулăшу ыйтнă. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен республикăра пурăнакансене социаллă сетьсенчен 469 хыпар илнĕ. Вĕсенчен 204-шĕ социаллă сетьрен, тепĕр 265-шĕ – патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен центртан. QR-код илессипе, вакцина тутарассипе çыхăннă ыйтусем пĕрремĕш вырăнта. 123 çынна çак ыйту канăçсăрлантарнă. Иккĕмĕш вырăнта – çулсен ыйтăвĕ, тротуарсене тасатманни пирки республикăра пурăнакансенчен 79 çăхав пулнă. Ун пирки ытларах Улатăр, Шупашкар, Канаш хулинче кун кунлакансем пĕлтернĕ. Канаш тата Шупашкар хулинче пурăнакансем вара ăшă паманнипе нушаланаççĕ иккен». Пирĕн редакцие те шăнкăравлакансем пулчĕç. Çĕнĕ çул умĕн Канашри нумай хваттерлĕ çуртсене темиçе адреспа çитрĕмĕр. Вĕсен тĕлĕшпе республикăри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Репина 17-мĕш тата Разина 10-мĕш çуртра 50 градус ăшă тупрĕç. Репина 17-ре унта 65 градус турĕ. Паянхи кун тĕрĕслемен пĕтмен-ха. Çавăнпа та кам айăплă – ресурсосбережени компанийĕ е управляющийĕ компанийĕ». Мĕн кĕтет-ха йĕркене пăсакан управляющи компанисене тата ăшăпа тивĕçтерекен предприятисене? АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Вĕсене предприсани паратпăр. Тĕрĕсленĕ кунтан пуçласа хăçан таран хваттерсенче нормативлă ăшă пулмасть – çав таран перерасчет тăваççĕ, укçине тавăрса параççĕ. Вăхăтра тумасассăн суд айăплать». Шупашкар, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулин урамĕсенче, картишĕсенче хунарсем юсавсăр пулнă. Çĕнĕ çулти канмалли кунсенче регион ĕçне тимлекен центр çутă пулман 24 тĕслĕхе шута илнĕ. Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Юрий Марков, Бахтияр Велиев