«Вăрçă ачисем», шыв ыйтăвĕ
Шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă тивĕç вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсен хушшинче пайлассине йĕркелекен саккун проекчĕпе паллаштарнă май Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов 8 муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕ вăл ертсе пыракан ведомствăн витĕмне куçассине палăртрĕ. Çав шутра - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрнар хула тăрăхĕсен тата Улатăр районĕнчи Кире, Канаш районĕнчи Шăхасан, Пăрачкав, Тăвай ял тăрăхĕсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă ларура Правительство икĕ саккун проектне ырларĕ. Çав шутра – граждансен уйрăм категорийĕсен çăмăллăхĕсене пырса тивекен улшăнусем. Шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă яваплăхран пуçласа инвестицисем хывасси таран – пĕтĕмпех министерство çине тиенет. Олег Николаев ку ыйтусем нумай муниципалитетшăн çивĕч пулни çинчен каларĕ, кранри шыв пахалăхне кăна мар, усă курнă шыва юхтарса кăларас ыйтусем тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Çакă экологипе тӳрремĕнех çыхăннă, çут çанталăка упрас енĕпе вара регион яланах малта пулнă – çав шайран чакма юрамасть. Ырланă саккун проекчĕ çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле. Муниципалитетсем пĕрлешнипе йĕркеленнĕ муниципалитет округĕсене хавхалантарма дотаци уйăрасси тавлаштармарĕ. Сăмах Красноармейскисемпе Çĕмĕрлесем пирки пырать. Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков вĕсене 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарассине çирĕплетрĕ. Укçана çитес çулхи бюджет проектĕнче пăхса хăварнă. Граждансен уйрăм категорийĕсене çуртсене газификацилеме патшалăх енчен пулăшас ыйтăва та татса пачĕç. Вĕсем 2021 тата 2022 çулсенче газ кăмаки, плити, счетчик туянма хывнă укçан пĕр пайне саплаштарĕç. Тӳлев виçи 20 000 тенкĕрен пысăк пулмалла мар. Çак пулăшупа усă куракансен йышĕ 163 çынпа танлашĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак çăмăллăхсемпе усă курма пултаракансен шутне «вăрçă ачисем» кĕнине кăмăллăн палăртрĕ. Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова та тăкаксене саплаштарас ыйтăва çĕклерĕ. Сăмах – тĕш тырă культурисен производcтвин тăкакĕсене саплаштарасси пирки. Кунашкал йĕрке хальччен те пулнă, Правительство йышăнăвне кĕртнĕ улшăнусем вара уйрăм самантсене уçăмлатаççĕ. Субсиди виçине иртнĕ çулхи тырпулăн çитĕнтернĕ тата сутнă 1 тонни валли кайнă тăкаксене кура палăртĕç. Республика бюджетĕнче тĕш тырă çитĕнтерессине пулăшма 46 миллион тенкĕ пăхса хăварнă