Ăшă вăхăтра паман
Юлашки кунсенче республикăра пурăнакансем ăшă парассипе çыхăннă ыйтусене социаллă тетелсенче хĕрӳ сӳтсе явнă. Регион ĕç-хĕлне тимлекен центр чылай çăхава шута илнĕ. Вĕсене ытларах Канаш хулинче, Элĕк салинче пурăнакансем çырнă. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ ку ыйтăва уçăмлатма Канаш хулине çула тухрĕ. Календарьте чӳк уйăхĕ. Канашри Ильич урамĕнчи 5-мĕш, 9-мĕш пурăнакансем кĕр пуçламăшĕнчех хĕллехи тумсене хатĕрленĕ. Совет тапхăрĕнче çĕкленĕ çуртсем кивĕ пулнипе-и – кунта пĕрмай тăвăллă çанталăкра çил улать. Ăшăпа тивĕçтерекен котельнăй хăвачĕ те çителĕксĕр, çак çуртсене туллин хăтлăхпа тивĕçтереймест. Дания Исхакова кунта пĕрремĕш кунранах пурăнать. «Ураран ăшă нуски, çăм атă хывмастпăр. Мăнуксем килсен те ăшă тумпа çывăрттаратпăр», – тет кил хуçи. Унсăр пуçне кашни пӳлĕме ăшăтмалли хатĕрсем лартаççĕ çак хваттерте, 5-мĕш хутра пурăнакансем. ОЛЬГА НИКИТИНА: «Пĕлтĕр ман хваттерте 15-16 градус пулнă. Отопленишĕн тӳлес пулать. Мана питĕ йывăр». Коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансем тăтăшах килсе çӳреççĕ ку çуртсене. Ăшă парас тапхăр пуçланас умĕн кашни управляющи компанин паспорт пулмалла-çке. «Çапах та усси сахал», – теççĕ кунта пурăнакансем. Ăшă пăрăхĕсем сивĕ. Уйрăмах ир кӳлĕм. Каçхине лĕпленме пултараççĕ-ха – теççĕ ытти хваттертисем. Тĕл пулура та никам та сăлтавне уçăмлатма васкамарĕ. ПЕТР САВАТНИКОВ: «Миçе çул вĕсем патне шăнкăравлапăр, калатпăр – усси çук. Ним те çук. Пулăшмаççĕ ăшăпа. Хăвăр тăвăр теççĕ. Эпир мĕн тума пĕлетпĕр. Вĕсен тăрăшас пулать. Эпир укçа тӳлетпĕр вĕт». Ăшăпа тивĕçтерекен организацире, котельнăйра температурăна тĕрĕс кăтартаççĕ, автоматика тытăмĕпе тĕрĕслеççĕ-çке, – тесе пĕлтереççĕ. Çавăн пекех çурт маччине кăнтăрти меслетпе тунă. Керамзитпа витмен. Канаш хулин администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хваттер хуçисем пĕрле пухăнса тĕп юсав ĕçĕсен фондне виткĕçе çĕнетмелли пирки ыйтса çырма пултараççĕ терĕç. ЗОЯ ПАВЛОВА: «Миçе çул ĕнтĕ пирĕн отоплени питĕ япăх. Сăлтавĕ ниçта та çук теççĕ. Халь калаçса татăлтăмăр. Стояк сивĕ пулсан тÿрех шăнкăравламалла». Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин