Тырă авăртаççĕ, çăкăр пĕçереççĕ
Талăкне 600 тонна тырă авăртаççĕ, хăйсемех çăкăр пĕçереççĕ. Шупашкарти элеваторта ĕç хатĕрĕсене çĕнетнипе пĕрлех пĕчĕк пекарня хута янă. Предприятири улшăнусемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вырăна тухса паллашрĕ. Республика ертӳçине ĕлĕкхи йăла-йĕркепе – çăкăр-тăварпа – кĕтсе илчĕç. «Хамăр алăпа тунă çăкăр техĕмлĕрех те кăпăшкарах», – палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. Пĕчĕк пекарьнăра хальлĕхе шурă çăкăр тата тĕрлĕ булка пĕçереççĕ. Юнашар пурăнакансем вĕсене хаваспах туянаççĕ. Малашне кунта тĕрлĕ таварсен хисепне ӳстерме палăртаççĕ. Шупашкар элеваторĕнчи тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм – çăнăх авăртакан цехра вĕр çĕнĕ хатĕрсем хута яни. Хальхи арман валĕсем пĕр метра 25 см танлашать. Ку талăкне 600 тонна тырă тирпейлеме май парать. Хăватлăхĕ ӳснипе пĕрлех çăнăх пахалăхĕ те самай улшăннине палăртаççĕ предприятинче. ЮРИЙ СТЕПАНОВ: «Малтанхи вăхăтра çак тырăн хуппи çинче çăнăх юлнă пулсан халь тырă хуппи çинче çăнăх пĕртте юлмасть». Кунта кăларакан продукцие республикăри апат-çимĕç енĕпе ĕçлекен предприятисем чылайăшĕ Шупашкар элеваторĕнче туянаççĕ. Эппин, çăкăр хакĕ çăнăх хакĕнчен нумай килет. «Çĕнĕ хатĕрсем унăн хакне чакармалла, çăкăр пахалăхне ӳстермелле», – терĕ Олег Николаев. Тырă тирпейлессине те анлăлатмаллине палăртрĕ вăл. – Лини 20 процент таран нумайрах паянхи кун çăнăх тума пултарать. Унсăр пуçне, куратпăр ĕнтĕ, пĕчĕк пекарьня уçнă. Плансем пур. Канаш элеватор территорийĕнче пысăк модернизаци пырать. Ку та паянхи шайра ĕçлекен предприяти пулса тăрать. Экспорт енĕпе те ĕçлеме пултарать. Çак производствă линийĕнче, куратпăр ĕнтĕ, хăш-пĕр пайĕсене çитес вăхăтра тепĕр 20 процент таранччен тухăçне пысăклатма майсем хăварса хунă. Çĕнĕ хатĕрсене ĕçе кĕртнипе предприятие çулталăкне 200 000 тонна тырă кирлĕ пулĕ. Çимĕç пахалăхне Шупашкар элеваторĕ кашни çулах тĕрлĕ конкурсра, куравра çирĕплетет. Пĕтĕм тĕнчери «Арман-2021» 19-мĕш конференцире предприяти «2020-мĕш çулхи Раççейри чи лайăх арман» ята тивĕçнĕ. «Ылтăн кĕркунне-2021» куравра пахалăхлă апат-çимĕç кăларнăшăн Шупашкар элеваторĕ 3 ылтăн медаль илнĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев