Хушма укçа малалла аталанма май парать
Кăçал 10 тăлăх ачана çурт-йĕр сертификачĕ панă. Социаллă тӳлевпе Вăрнар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи виçшер, Тăвай районĕнче, Шупашкар хулинче икшер ача усă курнă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тăлăхсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тата çурт-йĕрпе çыхăннă ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. Тĕрлĕ программа ял-хула сăн-сăпатне улăштарма пулăшать. Кăçал та ял тăрăхĕсене комплекслă аталантармалли çинчен калакан программăпа усă курса самай пысăк ĕç пурнăçланă. Тумалли тата нумай. Çак тĕллевпе федераци хыснинчен Чăваш Ене 129 миллион тенкĕ ытла хушма укçа килнĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантармалли программăна 41 миллион çурă шкулсене ремонт тума, 3 культура çуртне ремонт тума, Шупашкар районĕнче газ пăрăхĕсем хума, Патăрьел тата Пăрачкав районĕнче автобус илме укçа пăхса хăварнă. Тата 11 проект ача-пăча площадки тума, тротуарсем тума тата 9 миллион тенке яхăн пăхса хăварнă». Халăх пуçарăвĕн программи те çулсерен вăй илсе пырать. Кăçал хута ямалли проектсем пĕлтĕрхинчен ытларах – 929 вырăна хăтлăх кĕртмелле. Мĕн палăртнине пурнăçлама 79 миллион тенкĕ хушма пулăшу çитнĕ. Ларăва пухăннисем культура ыйтăвĕсене те хускатрĕç. Чăваш Енре çитес çула паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май нумай пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуç пулса иртĕ. Палăртнине пурнăçлама йĕркелӳ комитечĕ туса хурĕç. Унăн пĕрремĕш ларăвĕ çулталăк вĕçленичченех иртĕ. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту та культурăпа çыхăннă. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре 2019-мĕш çултанпа тĕслĕх вулавăшĕсем уçăлаççĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Эпир палăртнă тăрăх, 2021-мĕш çулта пирĕн республикăра 2 çĕнĕ библиотека уçăлмалла пулнă. Халĕ вара пирĕн 7 библиотека пулать. Паянхи куна район центрĕсене укçи çитет. Питĕ тăрăшса ĕçлемелле. Çулталăк вĕçлениччен сахал вăхăт юлать. 2021-мĕш çулта çак библиотекăсем уçăлмалла. Вулакансен унта кĕмелле». Хушма укçа тĕслĕх вулавăшсене Элĕк, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче хута яма май парать. Алина Сусметова, Павел Иритков